Суббота, 20 апреля

Ял уявĕ – туслăхпа тăванлăх палли

Ял уявĕ – туслăхпа тăванлăх палли

Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Çĕнĕ Каçал ялĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăм пулчĕ. Ял-йыш ял пуçланса кайнăранпа 90 çул çитнине паллă тума пуçтарăнчĕ. Кĕтнĕ уява ял çыннисем, кÿршĕ ялсем, Çĕнĕ Каçалта çуралса ÿснĕ, халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă яш-кĕрĕм тата ватăсем пуçтарăнчĕç.
90 çул каялла Аслă Каçал ялĕнчен уйрăлса тухса çак вырăнта тĕпленнĕ пирĕн асаттесемпе асаннесем. Чи пирвай куçса килекенсем Самуковсем, Лаврушкинсем, Карягинсем, Шемекеевсем, Шашкинсем пулнă. Çапла пуçланса кайнă Çĕнĕ Каçал ялĕ.
Ял уявĕ туслăхпа тăванлăха кăтартать. Пурне те уяв ячĕпе саламласа, çирĕп сывлăх, çĕнĕ ÿсĕмсем, иксĕлми телей сунса Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова сăмах илчĕ. Вăл ялти маттур та пултаруллă ĕçченсене Хисеп хучĕсем парса тав турĕ. Хисепе тивĕçнисем — Г.А.Митюков, А.Н.Матвеев, Е.В.Лаврушкина, Э.А.Чаркина, Л.А.Краснова. Ял тăрăхĕн депутачĕ Г.Н.Волкова сăмах илнĕ май, çакăн пек уяв пирĕнтен малтан пурăннă ăрусен пуянлăхне, вĕсен çирĕплĕхĕпе хастарлăхне, туслăхпа тăванлăхне упраса хăварма, пуласлăха аталанма кирли çинчен каларĕ. Ял историйĕпе паллаштарнă май çамрăксемшĕн тĕслĕх пулса тăракан çынсемпе паллаштарчĕ, çак ялта çуралнисем тата унта пурăнакансем хушшинче спортра, юрă-ташăра, пушар хуралĕнче, ДОСААФ тытăмĕнче малта пыракансем, юристсем, учительсем, çар çыннисем, хисеплĕ ветерансем пурри çинчен каларĕ. Ялта пурăнакансенчен чи аслă çын — вăрçă ветеранĕ А.Д.Митюков, вăл 93 çулта. Чи çамрăкки — А.И.Пыркина, ăна часах икĕ çул пулать. Саламлă сăмахпа ял старости В.Г.Абржин тата вăрçă ветеранĕ, çак ялта 6 çул колхоз председателĕнче тăрăшнă С.К.Совин та тухса калаçрĕç.
Уява илем кĕртекенни — юрă-ташă. Артистсем питĕ пуян концерт программи хатĕрленĕ. Паянхи кун çак ялта чăвашсем те, вырăссем те пур. Хуларан килнĕ мăнуксем, ялти ачасем — пурте чăвашла сăвăсем каларĕç. Чи маттурри вара пĕчĕк Лера Чернова пулчĕ. Ачасем хушшинче ташă ташласа тĕлĕнтерекенсем те пулчĕç. Куракансем вĕсене хыттăн алă çупса хавхалантарчĕç. Çавăн пекех пуçтарăннисем тĕрлĕ ăмăртура та тупăшрĕç. Калуш ывăтасси, кире пуканĕ çĕклесси, ÿт-пĕве туртăнтарасси, канат туртасси, мечĕке тĕл пересси — пурне те куракансем хавхалантарса тăчĕç.
Уява ял халăхĕн авалхи кун-çулĕпе, йăли-йĕркипе паллаштаракан кĕтес — курав йĕркеленĕ. Кунтан ача-пăча уйрăлма та пĕлмерĕ. Хурт-хăмăр усраканăн, лаша тытаканăн кĕтесĕсем, тимĕр сухапуçсем, утă пуçтармалли ĕлĕкхи кĕрепле тата ытти те. Выставкăра уйран çÿпçисем те, уйран уçлаканĕ те пур. Ачасене чи килĕшни вара кĕрпе авăртмалли ал арманĕ пулчĕ. Çăм арласа пăхакансем те тупăнчĕç уявра. Çакăн пек курав ачасен тавракурăмне ÿстерме, асаттесемпе-асаннесен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма май парать. Пурте тутлă апат-çимĕç тутанса пăхма пултарчĕç уявра. Ял халăхĕ килĕштерсе пурăнни куç кĕрет. Уяв пурне те савăк кăмăл парнелерĕ.
Г.ВОЛКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *