Почтальонăн ĕçне çăмăл тесе калаймăн: унăн куллен хаçат-журнал тултарнă сумкăна йăтса ял тăрăх çаврăнмалла, кашни киле çитсе пичет кăларăмĕсемпе вăхăтра тивĕçтермелле, тивĕçлĕ канурисене пенси укçи валеçмелле. Çумăр çăвать-и е çил-тăман алхасать — почтальонăн ĕçĕнче хăйĕн тивĕçĕсене вăхăтра пурнăçлани пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та çанталăка пăхса тăмаççĕ хаçат-журнал валеçекенсем, темле çанталăкра та çула тухаççĕ.
Районти почта уйрăмĕсенче тăрăшакансем, шанса панă ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама тăрăшаççĕ. Ялсенче пурăнакансем хаçат-журнал вăхăтра тата нумайрах çырăнччăр тесе куллен çула тухаççĕ почтальонсем. Вĕсем пулмасассăн хаçата вулакансем патне çитерме чылай йывăр. Çавăнпа та эпир, редакцире тăрăшакансем, почта уйрăмĕсемпе килĕштерсе, калаçса ĕçлетпĕр. Почтальонсене те кулленхи ĕçре хавхалантарма май тупма тăрăшатпăр. Почта уйрăмĕсенче ĕçлекенсене юбилей ячĕпе саламласси те йăлана кĕрсе пырать, маттуррисене парнепе чысласан та аван пулĕ тетпĕр.
Акă, Урмаелĕнчи почта уйрăмĕнче ĕçлекенсем 2019 çулхи иккмĕш çур çула хаçат-журнал çырăнтарассипе аван ĕçленĕ. Вĕсем «Вакыт» тата «Каçал ен» хаçатсене те чылай çырăнтарнă. Тутар ялĕнче тутарла çеç мар, чăвашла та вулаççĕ. Диляра Хамдиева, Камария Сулейманова, Гельнур Зейнетдинова куллен ял çыннисем патне çитеççĕ, вулакансем хаçат-журналпа вăхăтра паллашчăр тесе тимлеççĕ. Çырăнтару тапхăрĕнче вара вулакансем хăйсен юратнă пичет кăларăмĕсемсĕр ан юлччăр тесе пурне те хаçат-журнал çырăнма вăхăт çитни çинчен аса илтереççĕ.
— Ял çыннисен уйрăмах çуллахи вăхăтра ĕç нумай, хăш чухне вĕсем ларса канма та ерçеймеççĕ. Апла пулин те, хаçат-журнал вулама, хыпарсемпе паллашма вĕсем вăхăт тупма тăрăшаççĕ, юратнă кăларăмсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Уйрăмах тутарла тухакан хаçатсене çырăнакансем йышлăн. Апла пулин те, «Каçал ене» çырăнакансем те пур, — паллаштарать лару-тăрупа почта уйрăмĕн начальникĕ Лейсан Чумарова.
Вулакансем ас тăваççĕ пулĕ-ха, çуллахи çырăнтару тапхăрĕнче «Каçал ене» тата «Вакыт» хаçата чи нумай çырăнтаракан почтальонсене редакци ятарлă парнепе хавхалантарма шантарнăччĕ. «Вакыт» хаçата 90 яхăн çынна çырăнтарса Гельнур Зейнетдинова пирĕн парнене тивĕçрĕ. Вăл 2 çул çеç çак ĕçре тимлет пулсан та тăрăшулăхĕпе палăрма ĕлкĕрнĕ. Тăхăр урама хаçат-журналпа тивĕçтерекенскер, хăйĕн ĕçне пĕтĕм кăмăлтан пурнăçлать.
— Плана тултарса ĕçлетпĕр, килĕрен çÿресе хаçат-журнал çырăнма вăхăт çитнине аса илтеретпĕр. Хаçат редакцийĕн парнине тивĕçме пултарнăшăн эпĕ питĕ хавас, — пытармарĕ савăнăçне Гельнур Миназимовна.
Ыттисем вара унран тĕслĕх илессе шанатпăр. Урмаел почта уйрăмĕнче вăй хуракансене малашне те лайăх кăтартусемпе палăрма, тата та тăрăшуллăрах ĕçлеме сунатпăр.
Н.КАЛАШНИКОВА.