Уй-хирте

Уй-хирте

Çуллахи вăхăтра выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлени хĕлĕпе лăпкăн пурăнма май парать. Çакна тĕпе хурса районти хуçалăхсем пикенсех выльăх апачĕ янтăлаççĕ.

Хальлĕхе хуçалăхсем 4347 тонна утă типĕтсе хатĕрленĕ, 11768 тонна сенаж янтăланă. Сенаж хывас енĕпе «Искра», «Урожай» колхозсем, «Труд», «Восток», «Асаново», «Победа», «Рассвет» ЯХПКсем, «Дубовка», «Сюрбеево» ОООсем хĕрсех ĕçлеççĕ. «Дружба», «Асаново» ЯХПКсенче пĕр çул ÿсекен курăксене сенаж валли хальлĕхе 93 гектар çинче çулнă. «Восток» ЯХПКра силос хатĕрлес ĕç пырать. Паянхи кун тĕлне 158 тонна симĕс апат хатĕр. Хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх апачĕ вăхăтра хатĕрлес тесе тăрăшаççĕ. Çуллахи вăхăтра кашни кун хаклă пулнине пĕлеççĕ.
А.СВЕКЛОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *