Пулăшу тĕллевлĕ

Пулăшу тĕллевлĕ

Районта пурăнакансем нумай функциллĕ центр /»Многофункциональный центр»/ пулăшăвĕпе куллен усă кураççĕ. Юлашки вăхăтра нумай функциллĕ центр урлă водитель удостоверенине улăштаракансем те сахал мар. Çак çĕнĕлĕх киввине çĕннипе улăштаракансене тата документа çухатнисене пырса тивет. Удостоверение улăштарма çак документсем кирлĕ: паспорт, медицина справки, водителĕн кивĕ удостоверенийĕ /енчен те ăна çухатнă пулсассăн ГИБДД уйрăмĕнчен справка/, хушамата улăштарнă пулсассăн мăшăрланнине ĕнентерекен свидетельство. Водитель удостоверенине улăштарма 2000 тенкĕ патшалăх пошлини тÿлемелле пулать. Тĕплĕнрех информаципе пирĕн пата çитсе тата шăнкăравласа пĕлме пултаратăр. Адрес: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 57-мĕш çурт, телефон: 8/83539/ 5-20-68.
О.ГРИГОРЬЕВА,
НФЦ директорĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *