Понедельник, Июль 22

Нумай çул юратнă ĕçре

Нумай çул юратнă ĕçре

Ытти ял çыннисенни пекех унăн та ĕç кунĕ ир-ирех пуçланать. Килти хуçалăхри ĕçсене вĕçленĕ хыççăн вăл савăк кăмăлпа библиотекăна васкать, çула май ял çыннисемпе ырă сунса калаçать, ватăсен сывлăхĕпе интересленет. Пурте паллаççĕ ăна, мĕншĕн тесен Альбина Ефремова ял тăрăхĕнче ирттерекен кашни мероприятирех малтисен ретĕнче. Вăл — ялти библиотекарь.
Ача чухнех Альбина библиотекăра магнит пек хăй патне туртакан асамлă вăя асăрханă. Ял библиотекинче ырми-канми вăй хуракан Зинаида Григорьева хатĕрленĕ интереслĕ куравсем, илемлĕ кĕнекесем, журналсем хĕр ачана хăйсем патне илĕртнĕ. Çавна май Альбина Георгиевна Çĕрпÿ хулинчи культурăпа çутĕç училищинчен вĕренсе тухнă, алла диплом илнĕ. Нумай вăхăт хушши Александровка ялĕнчи библиотекăра вăй хунă, каярахпа хăй çуралнă ялтах — Йăлмахварах — ĕçе вырнаçнă. Пĕтĕмпе унăн ĕç стажĕ 33 çулпа танлашать.
Библиотека — ялти культура пурнăçĕн центрĕ. Кунта тĕрлĕ çулти çынсем çÿреççĕ: шкул ачисенчен пуçласа тивĕçлĕ канурисене те йыхăрать хăй патне хăтлă библиотека пÿлĕмĕ. Кам мĕнпе интересленнине, мĕнле кĕнекесене кăмăлланине библиотекарь лайăх пĕлет. Унсăр пуçне вăл усăллă сĕнÿсем пама та пултарать. Альбина Георгиевна яланах пĕтĕм хыпарсене пĕлсе тăма тăрăшать, ял çыннисене вĕсем çинчен пĕлтерме, тĕрлĕ çĕнĕлĕхе ăнлантарса пама ятарлă мероприятисем йĕркелет. Ачасене юмах вуласа парать, тĕрлĕ темăсемпе кану каçĕсем ирттерет. Çавăн пекех библиотекарь район шайĕнче йĕркеленĕ литература фестивалĕсене хастаррăн хутшăнать, выставкăсенче малти вырăна тухать.
Альбина Ефремова нумай çул библиотека ĕçĕнче вăй хурса хăй ăслă-тăнлă, пур енĕпе те пултаруллă специалист пулнине кă-тартса пама ĕлкĕр-нĕ. Вăл çамрăк ăрăва Тăван çĕршыва юратма, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма вĕрентет. Патриотизмла воспитани çине те пысăк тимлĕх уйăрать. Тăван ялпа, унăн историйĕпе çыхăннă материалсемпе, Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿссе чапа тухнă ентешсем çинчен калакан документсемпе те паллашма май пур ял библиотекинче.
Альбина Ефремовăна сцена çинче те час-часах курма пулать. Вăл Кайнлăк ял тăрăхĕнчи пултарулăх коллективĕн йышĕнче ялта, районта иртекен кашни уявах хутшăнать, хăйĕн пултарулăхĕпе куракансене савăнтарать.
Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ. Альбина Георгиевнăн ĕçне пысăка хурса хаклани куçкĕрет. Унăн Чăваш Республикин Культура министерстви, Раççей культура ĕçченĕсен профсоюзĕ панă Хисеп грамотисем пур. Çавăн пекех вăл 2016 çулта «Муниципалитет тытăмĕнчи вулавăшăн чи лайăх библиотекарĕ» ята тивĕçнĕ. Кăçал вара ăна «Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята парса хавхалантарнă.
— Хам çуралнă яла — Йăлмахвана — эпĕ питĕ юрататăп, ял-йыша хисеплетĕп, ĕçе пĕтĕм кăмăлтан çÿретĕп. Малашне çынсем библиотекăна тата та йышлăн çÿрессе, çитĕнекен ăрăва кĕнеке вулассине явăçтарса пырасса, ял-йыш библиотека сукмакне кунран-кун такăрлатасса шанатăп, — уçрĕ шухăшне хăйĕн ĕçне чунтан парăннă библиотекарь.
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code