Юхма ен – хăнасене тарават

Юхма ен – хăнасене тарават

Июлĕн 5-мĕшĕнче Патăрьел районĕнче Чăваш Республикинчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсен тата муниципаллă служащисен 12-мĕш хут йĕркелекен уявĕ ăнăçлă та тухăçлă иртрĕ.
Мероприятие сумлă лару-тăрура уçнă çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, РФ Сывлăх министерствин сывлăха çирĕплетес тĕлĕшпе ĕçлекен штатра тăман тĕп специалисчĕ Олег Аполихин профессор, Патăрьел район пуçлăхĕ Михаил Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикинчи Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правлени председателĕ, Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Спортпа культура уявĕ «Патăрьелĕм — савнă ен, илемлен, чечеклен!» театрализациленĕ композиципе пуçланчĕ. Районти культура учрежденийĕсемпе ачасен пысăк ушкăнĕ Патăрьелсен культура аталанăвĕпе пурнăçне сăнлакан сюжета питĕ витĕмлĕ, хăнасене тыткăнламалла кăтартса пачĕç.
Регион ертÿçи Михаил Игнатьев çакнашкал пархатарлă та усăллă уявсене малалла та тăсмаллине, çакăн пек тĕлпулусем сывлăхшăн усăллă, ĕçшĕн тухăçлă пулнине, çав вăхăтрах патшалăх тата муниципаллă служащисене пĕр чăмăрта ĕçлеме пулăшнине палăртрĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче тата муниципаллă службăра нумай çул тăрăшса ĕçлекен «Пĕтĕм Раççейри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пĕрлĕхĕ» ассоциацин Хисеп грамотине пирĕн районти Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов тивĕçрĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уяв хуçисене тепĕр пысăк парне те турĕ, Патăрьелĕнчи 26-мĕш пушар чаçне çĕнĕ автомашинăн çăраççине парнелерĕ.
Вăйлинчен вăйлисем вара ăмăртусенче çĕнтерчĕç. Спартакиадăна хутшăнакан 26 команда та спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçрĕ. Куракансемшĕн «Пуçлăх — пăхаттир» ăмăрту питех те кăсăклă пулчĕ. Çак хисеплĕ ята çĕнсе илес тесен ял пуçлăхĕсен тиевлĕ урапана хускатса чупма, 50 килограмлă миххе хулпуççи çине хурса кукленме, хапха урлă кире пуканĕ ывăтма тиврĕ. Пуринче те вăй, хăнăху кирлĕ. Пĕтĕмĕшле очкосене шутланă хыççăн Йĕпреç районĕнчи Д.Денисов чăн-чăн пăхаттир пулни палăрчĕ.
Спартакиадăра район администрацийĕсен пуçлăхĕсем утă çулассипе те тупăшрĕç. Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхне Рудольф Селиванова утă çулассипе çитекенни пулмарĕ. Çак кун уçланкăра ытти тĕрлĕ ăмăртура тупăшрĕç, лашасем чупнине пăхса киленчĕç тата ытти те. Район тата хула администрацийĕн сцена ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, юрларĕç, ташларĕç. Комсомольски ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çитекенни пулмарĕ. Вĕсем купăс каласа, юрласа, ташласа чи пултаруллисем пулчĕç.
А.ЕГОРОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *