Суббота, 20 апреля

«Юратупа шанчăклăхшăн» медаль — çирĕп çемьесене

«Юратупа шанчăклăхшăн» медаль — çирĕп çемьесене

Çак кун районти ЗАГС уйрăмĕнче те пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан мăшăрсене — Надежда Евтихеевнăпа Александр Маркелович Жирновсене /Кĕçĕн Каçал/, Нина Васильевнăпа Петр Алексеевич Лаврушкинсене /Çĕнĕ Каçал/, Анна Максимовнăпа Петр Васильевич Ефимовсене /Кĕçĕн Çĕрпÿел/ — чысларĕç. Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалланă уяв мероприятине пухăннисене чăн малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов саламларĕ. Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев, Тукай ял чиркĕвĕн настоятелĕ Леонтий атте те сăмах илчĕç. Вĕсем аллă çул ытла алла-аллăн тытăнса пĕр сукмакпа утакан мăшăрсене ачисемшĕн ырă тĕслĕх пулма пултарнишĕн тав сăмахĕ каларĕç, «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе наградăларĕç. Библиотекарьсем çемьесен пурнăçĕпе паллаштарчĕç пулсан, Леонтий атте уява мĕншĕн çак кун паллă тунине каласа пачĕ. Петрпа Феврони çветтуйсем çинчен калакан фильм курсан тата çĕннине пĕлчĕç. Леонтий атте мăшăрсене Петрпа Февронин иконне парнелерĕ.
Хăнана чĕннĕ мăшăрсем çинчен калас пулсан, вĕсем чăннипех те медале тивĕçлĕ çемьесем. Акă Жирновсен çем-йине илер. Çемье пуçĕ, Александр Маркелович Кĕçĕн Каçал тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ. Пулас мăшăрĕпе «Красный маяк» колхозра паллашнă. Вĕсем виçĕ хĕрпе ывăлне тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем, аслă пĕлÿ илнĕскерсем, çемйисемпе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тĕпленнĕ. Ватăсем 5 мăнукпа савăнса пурăнаççĕ.
Лаврушкинсем те — районти тĕслĕхлĕ çемьесенчен пĕри. Вĕсен çемье стажĕ — 50 çул, апла пулин те юрату туйăмĕ паянхи кун та сÿнмен тесе çирĕплетет мăшăр. Нина Васильевнăпа Петр Алексеевич тăватă хĕрпе ывăлне кун çути парнеленĕ.
Ефимовсем те 5 теçетке çул ытла пĕрле пурăнаççĕ пулсассăн та пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланаççĕ. Çирĕп çемьере — юрату, шанăçлăх тата ăнланни пĕрремĕш вырăнта. Çаксене шута илсе пурăнса мăшăр пилĕк тĕпренчĕкне çут тĕнче парнеленĕ. Халĕ ватăсем кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнаççĕ. Вĕсене çывăх çыннисем манса каймаççĕ, яланах килсе çÿреççĕ, пулăшаççĕ.
Пурне те ырлăх, çирĕп сывлăх тата килĕрте ытлăх-çитлĕх сунатпăр! Кашни çемьере яланах савăнăç, ача кулли, юрату, пĕр-пĕрне сума суни тата килĕшÿлĕх хуçаланччăр!
А.МАТРОСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *