Четверг, 25 апреля

Юбилей хăнасене пуçтарчĕ

Юбилей хăнасене пуçтарчĕ

Кăçалхи уяв юбилейлă пулнине кура хаклă хăнасем йышлăн пуçтарăнчĕç. Ĕçтешĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма Смоленск облаçĕнчен ятарлă делегаци килсе çитрĕ. Хăнасене райпо тытăмне кĕрекен тĕрлĕ предприяти-организацин ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Делегаци членĕсем «Кооператор» ООО-ра, Комсомольски çăкăр заводĕнче кулленхи производствăна мĕнле йĕркеленине курса çÿрерĕç, вĕсем кăларакан продукцие тутанчĕç, производство вăрттăнлăхĕсемпе паллашрĕç. Çавăн пекех вĕсем район центрĕнчи аптекăна, тĕрлĕ магазинсене çитрĕç, хăйсен опычĕпе те паллаштарчĕç.
Уяв программи пуян та савăнăçлă пулчĕ. Чи малтанах район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Инна Лепешкина райпо тытăмĕнче вăй хуракансене професси уявĕ ячĕпе саламларĕç, райпо районăн социаллă тата экономикăлла аталанăвĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине çирĕплетрĕç, ĕçченсене малашне те çитĕнÿсем тума сунчĕç. Райпо совечĕн председателĕ Светлана Грачева коллектива тăрăшса ĕçленĕшĕн тав турĕ, ветерансене те уйрăммăн тав сăмахĕ каларĕ.
Чи маттур та пултаруллă ĕçченсене тата нумай çул райпо тытăмĕнче вăй хуракансене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Палăртса хăвармалла: райпо 80 çул тултарнине халалласа çак уяв умĕн тĕрлĕ професси конкурсĕ ирттернĕ. «Чи лайăх кондитер» ята — производство комбинатĕнче ĕçлекен Нелля Кушаева, «Чи лайăх пекарь» ята — производство комбинатĕнче ĕçлекен Венера Акшева, «Чи лайăх повар» ята «Кĕтне» кафере вăй хуракан Валентина Долгова тивĕçнĕ. Çавăн пекех ятарлă конкурс ирттерсе «Комсомольски райповĕн пикине» те палăртнă. Кăçал çак ята Ирина Потапова тивĕçнĕ.
Юбилей   ячĕпе   район   центрĕнчи   Суту-илÿ   çурчĕ   хăйĕн   тавар   туянаканĕсем  хушшинче   парнесем  выляттарчĕ.  Тĕп  парнен /холодильникăн/ хуçи Вера Алексеева пулчĕ.
Уява пуçтарăннисем райпо тытăмĕнче ĕçлекенсен продукцийĕпе ятарлă куравра паллашма, çавăн пекех тутанса пăхма та пултарчĕç. Çитĕннисем кооператорсен алă ĕçĕсемпе интересленсех паллашрĕç, ачасене вара клоунсем хаваслантарчĕç. Шăпăрлансем тĕрлĕ конкурссене хутшăнчĕç, вăйăсем вылярĕç, пылак çимĕçсемпе сăйланчĕç. Савăнăçлă концерт хыççăн тÿпене фейерверкăн тĕрлĕ тĕслĕ çутисем çутатрĕç.

Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *