Вторник, 8 октября

Тĕллевсем малалла пурнăçланаççĕ

Тĕллевсем малалла пурнăçланаççĕ

Июнĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов республикăн правительство ларăвĕнче Чăваш Ен халăхĕн 2018 çулхи сывлăхне халалланă докладпа паллаштарнă. Регионта çынсене пурăннă вырăнтан пĕр утăмра — кил-çуртран тата фельдшерпа акушер пункчĕсенчен пуçласа республика тата федераци пĕлтерĕшлĕ пысăк технологиллĕ центрсем таран — медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме инфраструктура йĕркелени çинчен каласа панă вăл.
Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче регионта нумай çул пурăнакансен йышĕ çулран-çул ÿссе пынине палăртнă. 2016 çулта вăтам кăтарту 71 çулпа танлашнă. «Чăваш Енре 85 çултан иртнисен шучĕ 17 пине çитнĕ, 98 çын пĕр ĕмĕр урлă каçнă», — тесе пĕлтернĕ министр.
Раççей Президенчĕн «май уйăхĕнчи» указĕсемпе килĕшÿллĕн республикăра 11 наци проектне пурнăçа кĕртеççĕ. Регионти «Сывлăх сыхлавĕ» проект шайĕнче шыçăпа, юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешессипе, ача-пăча сывлăх сыхлавне аталантарассипе, хальхи инфраструктурăна йĕркелессипе, республикăри медицина учрежденийĕсене квалификациллĕ кадрсене илĕртессипе, малтанхи медицинăпа санитари пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă регион проекчĕсем пурнăçланаççĕ.
Сарăмсăр вилекенсен шутне илес пулсан, çынсем ытларах юн тымарĕсен тытăмĕн чирĕсемпе, тулашри сăлтавсемпе /тĕрлĕ инкеке пула/, шыçă чирĕпе аптрани сисĕнет. 2016 çулта вăраха кайса чирленĕ 2158,7 пин çынна шута илнĕ. Кăтарту 2015 çулхипе танлаштарсан 23 процент чухлĕ пĕчĕкленнĕ.
Паянхи кун вăй питти çынсен 30 проценчĕ тулаш сăлтавсене пула ытларах вилет. Çакăнпа пĕрлех 2014 çултанпа чирпе çыхăнман вилĕмсен шучĕ 26,9 процент чакнине те палăртмалла. Тулаш сăлтавсен шутĕнче алкогольпе наркăмăшланни тата çул-йĕр инкекĕсем малти вырăнта тăраççĕ. Юлашки çулта аварире пурнăçран уйрăлнисен шучĕ 5,7 процент ÿснĕ.
Юлашки икĕ çулта регионта пепкесем вилнĕ тĕслĕхсем пачах та пулман тесен те йăнăш мар. Республикăра ачаллă пулма ĕмĕтленекен çемьесене валли ЭКО мелĕ вăй илсе пырать, кăçал çак мелпе ача çуратнисен шучĕ 1,5 хут ÿснĕ.
Паян медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ чухне çĕнĕ формăсемпе — тухса çÿрекен бригадăсемпе, телемедицинăпа, информаци технологийĕсемпе — усă кураççĕ. Кунпа пĕрлех хулари кăна мар, ялти сывлăх сфери те активлă аталанать. 2013—2016 çулсенче республикăра 125 ФАП хута янă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев хушăвĕпе 2013 çултанпа ял çыннисем валли 179 фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă. Аслă çул ÿсĕмĕнчисене медицина пулăшăвĕ паракан 18 медицина организацине 184,8 млн тенкĕлĕх юсаса çĕнетнĕ. 2018 çулта федераци бюджечĕн укçи-тенкипе мобильлĕ 5 медицина комплексĕ тата пĕр маммограф туяннă. Çакă çĕр çын таран пурăнакан ял-салари хушма 33 пин çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме май панă. Онкологи диспансерĕнче хирурги корпусĕ çĕкленнĕ. Ядерлă медицина вăй илет. Объектăн строительство ĕçне кăçал пуçлама палăртса хунă.
Республикăра регионти юн тымарĕсен центрĕпе тата юн тымарĕсен чирĕсемпе пĕрремĕш пулăшу паракан çичĕ уйрăмпа тухăçлă ĕçлесе пырассине йĕркеленĕ. Çакна кура миокард инфаркчĕпе тата пуç миминчи юн куçса çÿрени пăсăлнипе чирлекен пациентсен 97 процентне госпитализацилеççĕ.
Шыçă чирĕсене малтанхи тапхăрта тупса палăртас ĕçе те активлă пурнăçлаççĕ. Ача çуратакансене тата пĕчĕк пепкесене районсен хушшинчи тата республика клиникисенче централизациленĕ стационарта медицина пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. 2018 çулта медицина пулăшăвне централизацилес ĕç вĕçленнĕ. Çакă пациент ăçта пурăннине пăхмасăр ăна медицина пулăшăвĕпе кĕске вăхăтра тивĕçтерме май парĕ. Пысăк хăвăртлăхпа ача-пăча медицина организацийĕсем çĕнелеççĕ. Пĕлтĕр 73,7 млн тенкĕлĕх ача-пăча 4 поликлиникине юсанă. Унта ачасене меллĕ условисенче, перекетлĕ технологисемпе усă курса медицина пулăшăвĕ кÿреççĕ. 2018 çулта республикăра 13061 ача çуралнă, 2017 çулхинчен çакă 891 сахалрах.
Васкавлă медицина пулăшăвĕн тытăмне лайăхлатасси тата аталантарасси республикăри сывлăх сыхлав тытăмĕн тĕп енĕсенчен пĕри пулса тăрать. Федераци тата республика программисем шайĕнче васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан автопарка çĕнетнĕ. Пациент патне бригада вăтамран 20 минутра çитет.
Республикăра сывлăх сыхлав тытăмĕнчи патшалăх организацийĕсенче пуринче те пысăк хăвăртлăхлă интернет пур. Пур медицина учрежденийĕнче те пациентăн электронлă медицина карттине йĕркеленĕ. 2017 çултанпа патшалăх пулăшăвĕн пĕрлĕхлĕ порталĕнче «Манăн сывлăх» пациент кабинечĕ ĕçлет. Пĕлтĕрхи февралĕн 1-мĕшĕнчен пациентсем тухтăр патне электронлă майпа çырăнма пултараççĕ.
«Мобильлĕ поликлиника» проект шайĕнче 2018 çулта республикăри 21 муниципалитет районне регионти малта пыракан клиникăсен специалисчĕсенчен тăракан мультидисциплинăллă бригада 44 хут тухса кĕнĕ, 3 пин пациента яхăн медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă.
2012 çултанпа пысăк технологиллĕ медицина оборудованийĕпе пулăшу парасси 2,5 хут ÿснĕ. Республикăра пурăнакансен 77 проценчĕ ăна илме 2018 çулта регион тулашне тухса çÿремен.
Паян сипленейми чирлекенсен ыратнине пĕчĕклетмелли препаратсене пур пациент та илсе тăрать. 2018 çулта паллиативлă стационарсем валли 21 млн тенкĕлĕх медицина оборудованийĕ тата медицина сĕтел-пуканĕ туяннă.
Сывлăх сыхлав отрасльне кадрсемпе тивĕçтерес мероприятисем малалла пыраççĕ. 2018 çулта «Земство тухтăрĕ» программа 54 тухтăра тата 32 фельдшера яла илĕртме пулăшнă. Аслă медицина пĕлĕвĕ илнĕ медицина персоналĕн шалăвĕ вăтамран 48307,9 тенкĕпе танлашать, вăтам медицина персоналĕн — 24386,8 тенкĕпе, пĕчĕк медицина персоналĕн — 24386,8 тенкĕпе.
2019 çулта Наци проекчĕсен шайĕнче сывлăх сыхлав министерстви умĕнче тăракан тĕллевсем малалла пурнăçланĕç.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *