Пятница, Сентябрь 20

Раççей çар историйĕн июль уйăхĕнчи паллă кунĕсем

Раççей çар историйĕн июль уйăхĕнчи паллă кунĕсем

Июлĕн 10-мĕшĕ. Çак кун 1709 çулта вырăс çарĕ I Петĕр патша ертсе пынипе Полтава патĕнчи çапăçура шведсен çарне çĕнтернĕ. «Çак сехетре Тăван çĕршывăн шăпине татса паратпăр», — тенĕ I Петĕр çапăçу умĕн салтаксем умĕнче.
Июлĕн 12-мĕшĕ. Çак кун 1943 çулта Прохоровка патĕнче танксен çапăçăвĕ иртнĕ. Тытăçăва икĕ енĕпе 1200 танкпа хăй тĕллĕн çÿрекен техника хутшăннă. Нимĕçсем 400 танкран 300-не çухатнă.
Июлĕн 13-мĕшĕ. Çак кун 1944 çулта «Багратион» операци вăхăтĕнче Литван тĕп хулине — Вильнюса — фашистсенчен хăтарнă.
Июлĕн 15-мĕшĕ. Çак кун 1410 çулта вырăс çарĕсем тата унăн союзникĕсем —литовецсем, чехсемпе поляксем — Грюнвальд çапăçăвĕнче нимĕç рыцарĕсене çĕнтернĕ.
Июлĕн 18-мĕшĕ. Çак кун 1770 çулта Петр Румянцев ертсе пыракан вырăс çарĕ йышпа икĕ хут пысăкрах Турци çарне çапса аркатнă. Ларга юханшывĕ ?хальхи Молдавинче/ хĕрринчи çĕнтерÿшĕн Румянцев Çветтуй Георгий орденĕн пĕрремĕш степеньне тивĕçнĕ.
Июлĕн 23-мĕшĕ. Çак кун 1240 çулта Александр Ярославич ертсе пыракан вырăс çарĕ Нева шывĕ хĕрринче шведсене çапса аркатнă. Летопиçсемпе килĕшÿллĕн Александр хăй шведсен çар начальникне Ярль Биргера амантнă: «Хăйĕн çивĕч сăннипе пичĕ çине пичет лартнă». Александр кнеç Невский хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code