Понедельник, 2 октября

55 çул пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса

55 çул пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса

Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан Надежда Евтихеевнăпа Александр Маркелович Жирновсем çемье çавăрнăранпа 55 çул çитрĕ. Вĕсем пурнăçра мĕн пур йывăрлăха, хуйха пĕрле парăнтарса, телей-савăнăçа çурмаран пайласа çемье ăшшине упрама, ачисене ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларма пултарнă.
Мăшăрăн ачалăхĕпе çамрăклăхне аса илес пулсассăн, вĕсем çăмăл иртмен. Надежда шкул пĕтернĕ хыççăн фермăра пăру пăхнă, дояркăра ĕçленĕ. 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне кайăк-хур ĕрчетессине хастар хутшăннăшăн маттур хĕр ачана Хисеп грамоти парса чысланă. Надежда Евтихеевна ĕмĕрне «Красный маяк» колхозра тата «Эмитрон» заводра ĕçлесе ирттернĕ.
Александр Маркелович 1942 çулта кун çути курнă. 1959 çулта шкул пĕтерсе ял хуçалăх институтне çул тытнă. Виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне Çĕпĕрти Тюмень облаçне ĕçлеме кайнă. Экзаменсем тытма килсен Надежда Евтихеевнăна куç хывнăскер ялтах пурăнма юлнă. 1971 çулта вĕреннине çирĕплетекен диплом алла илнĕ. Агронома вĕренсе тухнă хастар яш. Александр Маркелович ĕç кĕнекине «Красный маяк» колхозра пуçланă. Вăл хуçалăхăн тĕп агрономĕ пулнă. Маттур ĕçчен районти ял хуçалăх управленийĕн агрономĕнче те тăрăшнă. Вăл хăмла ÿстерес енĕпе чылай çул хушши тимленĕ. Ĕçри тăрăшулăхшăн ăна пĕрре мар Хисеп грамотисемпе, Дипломсемпе, тĕрлĕ медальсемпе наградăланă.
Сăмах çумне сăмах хушса Жирновсем мĕнле тĕл пулнине аса илсе куç умне кăларчĕç. Шăпах колхозра ĕçленĕ чухне паллашнă та вĕсем. Пĕр-пĕрне савакан мăшăр 1964 çулта çемье çавăрнă. Жирновсем 3 хĕрпе ывăлне кун çути парнелесе, тĕрĕс воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Ачисем пурте аслă пĕлÿ илнĕ, юратнă ĕçре тăрăшаççĕ. Паянхи кун ватăсем 5 мăнукпа савăнса пурăннине те пĕлтерчĕç. Вĕсене çывăх çыннисем килсе пулăшса тăни чунтан савăнтарать. Паян вара кил картинче выльăх-чĕрлĕх чылай: пăрусем, кайăк-кĕшĕк. Колхозра ĕçлесе илнĕ укçапа кирпĕч туянса çурт лартма пултарнă мăшăр.
Пÿртре кашни чÿрече çинче тĕрлĕ чечексем ÿсеççĕ. Герань чечекĕ яланах çеçкере пулнине кăмăлланине те пытармасăрах каларĕ çемье ăшшине тытса пыракан Надежда Евтихеевна. Вăл чечексемпе тăрмашать пулсан, мăшăрĕ хурт-хăмăр ĕçĕпе мĕн çамрăкранах киленет. Пахча хыçĕнче вырнаçнă вĕллесем патне куллен васкать вăл.
Надежда Евтихеевна ал ĕçĕ те тăвать. Ăста чĕнтĕр йĕппипе вăтăра яхăн тутăр çыхса çывăх çыннисене парнеленĕ. Пахчана тухсассăн вара илем тĕнчине лек-нĕнех туйăнчĕ. Мĕн тĕрлĕ чечек кăна ÿсмест кунта! Теплицăра хăяр, помидор çитĕнет.
— Паянхи кун çамрăксем пĕрлешеççĕ те кĕске вăхăтрах уйрăлса каяççĕ. Çемьере чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть. Çавăнпа та вăхăтра пĕр-пĕрне каçарма, ал парса пулăшма пĕлмелле. Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнлансан, килĕштерсен çеç çемье тĕрекне тытса пыма пулать, — теççĕ 55 çул пĕр-пĕрне савса пурăнакан Жирновсем.
А.МАТРОСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *