Пятница, 27 января

Ял вывескине уçнă

Ял вывескине уçнă

Нумаях пулмасть ял историне çырăнса юлакан паллă пулăм пулса иртрĕ: ял халăхĕ «Йăлмахва» тесе çырнă чаплă вывескăна хаваслă лару-тăрура уçрĕ.
Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альберт Кузьмин пуçтарăннă çынсене уяв ячĕпе саламларĕ, вывескăна тума пулăшнă спонсорсене: Василий Смирнова, Алексей Филиппова, Алексей Абукина, Алексей /Кириллович/ Смирнова, Алексей /Васильевич/ Смирнова, Александр Смирнова, Радислав Смирнова, Роман Кузьмина, Юрий Константинова, Петр Константинова, Александр Чернова ăшшăн тав турĕ, Тав хучĕсем парса чысларĕ.
Пуçтарăннă хăнасене ветерансен совечĕн вырăнти уйрăмĕн ертÿçи Зинаида Григорьева, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Петр Рыжов, вĕрентÿ ветеранĕ Людмила Абусева çак пысăк пулăмпа саламларĕç.
Спонсорсен ячĕпе Василий Смирнов тухса калаçрĕ. «Çак вывеска Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿснĕ çынсене çĕршывăн хăш кĕтесĕнче пурăнсан та тăван ял çинчен аса илтерсе тăрĕ», — терĕ вăл.
Кайнлăк ял тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕ халăха юрă-ташăпа савăнтарчĕ.

А.ЕФРЕМОВА,
библиотекарь.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *