Вторник, 16 апреля

Шывăн турачĕ çук

Шывăн турачĕ çук

Çуллахи шăрăха пусарма кашниех шыв патне туртăнать. Пĕри пусă-колонка шывĕпе çăвăнса уçăлать, тепри çывăхри пĕвере чăмпăлтатать, виççĕмĕшĕ…
«Шывăн турачĕ çук» тенине çеç никам та картмасть. Сахал пулчĕ-и инкек? Шыва кĕрсе киленекенсем кимĕпе çаврăнса кайнипе, çыран хĕррипе пыракан велосипед шуса кайнипе, ÿсĕрле шăмпăлтатнипе шыв тыткăнне лексе çут тĕнчерен уйрăлнă тĕслĕхсем те республикăра сахал мар.
Çитĕнни кăна мар, çул çитмен ача-пăча та вăй-халне тарăн шывра «виçет». Никама та нимĕн те хăратмасть! Юлашки кунсенче çеç Чăваш Енре ачасем путса вилнĕ тĕслĕхсем пулчĕç. Пĕри вара шăпах пирĕн районта. 9 çулхи хĕр ача шывра путнă.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Сирĕн тĕпренчĕкĕрсем — чи хаклă пуянлăх. Эсир вĕсене çут тĕнче илемне туйма, халăхшăн усăллă пулма, паллах, хăвăрăн канлĕ ватлăхăра упрама çуратнă. Сирĕнтен нумайăшĕ ывăл-хĕрĕр каникул вăхăтĕнче мĕн тунине, ăçта çÿренине пĕлет-и-ха? Çуратни çеç çителĕксĕр — вĕсене упрама пĕлмелле. Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачишĕн яваплă. Апла пулсан пепке шăпи чи малтан хăйне пурнăç пилленĕ çыннисенчен килет. Шывпа асăрхануллă пулар, çамрăк ăрăва куçран вĕçертер мар.

Р.ЖУКОВА,
çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен уйрăмĕн инспекторĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *