Пятница, 26 апреля

Шкул лагерĕнче

Шкул лагерĕнче

 

Çуллахи кану вăхăтĕнче ачасен сывлăхне çирĕплетесси çине патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Кăçал та, яланхи йăлапа, шкулсем çумĕнче кану лагерĕсем ĕçлерĕç. Хырхĕрри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулĕнчи «Солнышко» лагере 14 вĕренекен çÿрерĕ. Ытларах кунта кĕçĕн классенчи ачасем пулчĕç. Вĕсем кану вăхăтне усăллă тата кăсăклă ирттерччĕр тесе тăватă педагог вăй хучĕ: Л.Г.Белкова /лагерь ертÿçи/, И.М.Степанова, Р.Н.Алексеева воспитательсем тата А.В.Корнилова вожатăй.
Канакансене кăсăклантарас тесе кашни куна мĕне те пулин халалланă: Çемье кунĕ, Сывлăхпа спорт кунĕ, Туслăх кунĕ, Астăвăм кунĕ тата ытти те. Уйрăмах ачасене Нептун кунĕ килĕшрĕ, мĕншĕн тесен çав кун вĕсем Йĕпреçри физкультурăпа спорт комплексĕнчи бассейнра шыва кĕрсе киленчĕç. Кино кунĕ вара Урмаелĕнчи «Урмай» кинозала çитсе килнипе асра юлчĕ. Ачасем «Аладдин» мультфильм курса савăнчĕç. Çавăн пекех район центрне çитсе «Не хочу быть собакой» юмах курса киленни, артистсемпе сăн ÿкерĕнни те кăмăла çĕклерĕ.
Лагере çÿрекенсем кашни кун мĕн те пулин çĕнни пĕлчĕç, тĕрлĕ конкурссене, викторинăсене хутшăнчĕç, вăйăсем вылярĕç, ăмăртусенче вăй виçрĕç. Тутлăран та тутлă апат çитерни те вăй хушрĕ.
21 кун сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Ачасем смена вĕçленнишĕн пăшăрханнине палăртрĕç, тепĕр çул та çакăн пек канма хатĕррине çирĕплетсех каларĕç.
И.СТЕПАНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *