Суббота, 20 апреля

Тăрăшса ĕçлесен çитĕнÿ пулатех

Тăрăшса ĕçлесен çитĕнÿ пулатех

Паянхи кун райпо районта пурăнакансен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Эпир унăн магазинĕсене тĕрлĕ тавар туянма çÿретпĕр, обществăлла апатлану организацийĕсенче апатланатпăр, туса кăларакан продукципе сăйланатпăр. Урăх района е хулана хăнана кайнă чухне те вырăнти предприятисем туса кăларнă продукцие кучченеçе илсе каякансем чылайăн. Райпон кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе, аталану вăрттăнлăхĕсемпе пире райпо совечĕн председателĕ Светлана Грачева паллаштарчĕ.
— Светлана Николаевна, паянхи кун райпо — районти чи лайăх аталанса пыракан организацисенчен пĕри. Мĕнле пурнăçланса пырать-ха кулленхи ĕç? 
— Хальхи вăхăтра уйрăм предпринимательсен кафе-магазинĕсем çумăр хыççăн шăтса тухнă кăмпа пекех йышлăланса пыраççĕ. Çавна май пирĕн алă усса ларма вăхăт çук, самана таппине кура çĕнĕлĕхсене алла илме, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртме тăрăшатпăр. Паянхи кун тĕлне пирĕн пур предприятие те юсаса çĕнетнĕ тесен те юрать, суту-илÿ ĕçĕсене автоматизациленĕ, çĕнĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтернĕ. Çак ĕçе нумай çул райпо совечĕн председателĕнче вăй хунă Евгений Карпеев пуçларĕ. Шăпах вăл ертсе пынă çулсенче Комсомольски райповĕ хăйĕн аталанă-вĕнче сулмаклă утăмсем турĕ, пĕрре çеç мар республика ша-йĕнче палăрчĕ. Халĕ ĕнтĕ эпир çак ĕçе малалла тăсатпăр. Пирĕн ĕç тĕрлĕ енлĕ. Эпир суту-илÿ, обществăлла апатлану, хатĕрлев, тĕрлĕ тавар туса кăларас, халăха пулăшу кÿрес енĕпе ĕçлетпĕр. Çав вăхăтрах тĕп вырăнта пирĕншĕн суту-илÿ тăрать. Район центрĕнче пирĕн тĕрлĕ таварсемпе: апат-çимĕçпе, строительство тата хуçалăхра кирлĕ таварсемпе, аш-какайпа, ял хуçалăх продукцийĕпе, запас пайсемпе сутă тăвакан магазинсем вырнаçнă. Районти кашни ялтах куллен кирлĕ таварсен лавккисем пур. Пĕлтĕрхи кăтартусене илес пулсассăн, чылай таварпа сутă тăвасси ÿснĕ. Çакăн çине тĕрлĕрен акцисем: «Райпо магазинĕсенчи телейлĕ кунсем», «Шкул пасарĕ», «Шăккалат — ачасене» — ирттерни те витĕм кÿрет.
— Сирĕн обществăлла апатлану предприятийĕсене пырса кĕме те кăмăллă. Илемлĕ залсем, тутлă та техĕмлĕ апат-çимĕç район çыннисене тата кунта килнĕ хăнасене илĕртеççĕ…
— Чăнах та, пирĕн кафесен тата ресторанăн сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Юсаса çĕнетнĕ, илемлетнĕ залсенче апатланас текенсем питĕ йышлă. Район центрĕнчи тĕрлĕ организацисенче вăй хуракансенчен чылайăшĕ пирĕн кафесенче кăнтăр апачĕ тăвать. Туй, юбилей е савăнăçлă урăх мероприяти ирттерес текенсем те черетленсех тăраççĕ. Çавăн пекех обществăлла апатлану точкисенче ĕçлекенсем 150 тĕрлĕ кулинари, кондитер продукцийĕ тата çурма фабрикат туса кăлараççĕ. Вĕсене хамăрăн суту-илÿ точкисем, уйрăм предприятисем урлă халăх патне çитеретпĕр. Эпир туса кăларнă продукци Елчĕк районне тата Тутарстана та çитет.
— Тавар туса кăларасси çине калаçу куçнă май çăкăр завочĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинче те чарăнса тăрас килет. Мĕнлерех продукципе савăнтарать-ха вăл район çыннисене?
— Палăртса хăвармалла, «Хлебозавод» ОООн продукцине хамăр районта пурăнакансем çеç мар, ытти районсен çыннисем те туянма пултараççĕ. Эпир хамăр туса кăларакан продукцие Куславккана, Сĕнтĕрвăррине, Елчĕке, Канаша, Патăрьелне, Шăмăршăна, Шупашкара тата «Тандер» ОООн предприятийĕсене ăсататпăр. Пурĕ завод 60 тĕрлĕ çăкăр-булка изделийĕ тата 57 тĕрлĕ кондитер çимĕçĕ туса кăларать. Кашни çулах 5—6 тĕрлĕ çĕнĕ продукци кăларас ĕçе пикенетпĕр. Паха та тутлă продукци хатĕрлес тесе тимленине, ассортимента анлăлатса пынине кура пирĕн тавара туянас текенсем йышлă. «Хлебозавод» ООО республика шайĕнчи конкурссене çулсерен хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Сăмахран, пĕлтĕр вăл «Чи лайăх çăкăр-булка изделийĕ» тата «Чи лайăх кондитер çимĕçĕ» номинацисенче çĕнтернĕ.
— Райпо ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ пулнине пĕлетпĕр. Ытти енсемпе те кăштах паллаштарсамăр?
— Эпир ял хуçалăх продукцийĕ тата чĕр тавар хатĕрлесси, ял çыннисене вăрлăхпа, тырăпа, удобренисемпе, выльăх апачĕпе тивĕçтересси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Кăçалхи çурçулта 48 тонна удобрени туянса сутнă, 33 тонна вăрлăх сутнă. Çынсенчен 1080 тонна сĕт туяннă. Унсăр пуçне эпир халăха тĕрлĕ пулăшусем паратпăр: сăн ÿкересси, косметологи, водительсен тĕрĕслевĕ тата ытти те.
— Кашни организацин тĕп пуянлăхĕ — унта ĕçлекен çынсем. Хăвăрăн ĕçченсем çинчен мĕн калама пултаратăр?
— Комсомольски райповĕнче пурĕ 303 çын вăй хурать. Ĕç условийĕсем аван пулнине кура коллектив çамрăк кадрсемпе пуянлансах пырать. Опытлă ĕçченсемпе тин ĕçе пикенекенсем килĕштерсе хăйсен тивĕçĕсене пурнăçланине пула ĕç кал-кал пырать. Эпир хамăрăн ветерансене те манмастпăр. Вĕсем пирĕн 252-ĕн. Кашни çулах октябрĕн 1-мĕшĕнче вĕсене пуçтарса пĕр сĕтел хушшине ларатпăр, шăкăл-шăкăл калаçса райпон паянхи ĕçĕ çинчен мĕн шухăшланине ыйтса пĕлетпĕр, вĕсен сĕнÿ-канашĕсене шута илетпĕр. Пирĕн хушăра хăйсен ырми-канми ĕçĕпе хисепе тивĕçнисем чылайăн. Вĕсем хушшинче: «Хлебозавод» ООО директорĕ Ф.Р.Абитов — «РФ Центросоюзĕн потребительсен кооперацийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» палла тивĕçнĕ, район центрĕнчи Суту-илÿ çурчĕн директорĕ И.В.Кочанова – ЧР потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ, райпо правленийĕн председателĕ Л.А.Сорокина — ЧР потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ, ЧР халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес сферăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Нĕркеçри куллен кирлĕ таварсен магазинĕн заведующийĕ М.П.Волкова — РФ потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ. Ĕçченсене хавхалантарма эпир час-часах тĕрлĕ конкурссем ирттеретпĕр. Акă, райпо 80 çул тултарнине халалласа та тĕрлĕ професси конкурсĕсем йĕркелерĕмĕр. Конкурсантсем пире хăйсен пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç. Çакăн пек пуян опытлă, ылтăн алăллă ĕçченсем пулнипех ĕнтĕ пирĕн ĕçсем кал-кал пыраççĕ.
Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет: тунă çитĕнÿсем çинче чарăнса тăмастпăр, малалла та аталанма, лайăхрах та лайăхрах кăтартусемпе ĕçлеме, çĕнĕлĕхсемпе паллашса вĕсене ĕçе кĕртме ăнтăлатпăр. Хамăрăн ĕçченсене малашне те хăйсен тивĕçĕсене пĕтĕм кăмăлтан пурнăçлама сунатăп.
Людмила СОРОКИНА, райпо правленийĕн председателĕ:
— Потребительсен кооперацийĕн историне хăйсен ĕçне парăннă çынсем кашни ĕç кунĕн страницине уçса-хупса çырса пыраççĕ. Эпир, Комсомольски кооператорĕсем, хăйне евĕр шухăшсене пурнăçа кĕртме нихăçан та хăраса тăман. Пирĕн райпо тĕрлĕ инновацилле проектсене хастаррăн хутшăнать. Суту-илÿ сетьне, обществăлла апатланăва эпир пĕтĕмпех автоматизациленĕ.
Кулленхи ĕç пирĕн ума чылай ыйту кăларса тăратать. Вĕсене вăраха ямасăр, туллин пăхса тухса татса пама тивет.
Халăха пысăк пахалăхлă, тин туса кăларнă продукципе тивĕçтересси пирĕншĕн малти вырăнта тăрать. Çакна валли эпир пурте пĕрле вăй хуратпăр: сутуçăсем, поварсем, кондитерсем, водительсем, бухгалтерсем… Чи кирли — хамăр ĕçе юратни, пĕр вырăнта тăманни, малалла ăнтăлни. Пирĕн патра çамрăксем ĕçленĕшĕн эпĕ питĕ савăнатăп: вĕсем — пирĕн хыççăн çак ĕçе малалла тăсакансем. Çав вăхăтрах вĕсем — потребительсен кооперацийĕн йăлисене тытса пыракансем.
Эпĕ хамăн ĕçе, потребительсен кооперацине, райпона питĕ юрататăп. Вăл малашне те аталанса пытăр, çĕнĕрен çĕнĕ çитĕнÿсем тутăр!
Ирина КОЧАНОВА, Суту-илÿ çурчĕн директорĕ:
— «Торговый дом» — паянхи кун ăнăçлă ĕçлесе пыракан организацисенчен пĕри. Район центрĕнче конкурентсем чылайăн пулин те, вăл хăйĕн тавар туянаканĕсене çухатмасть. Вĕсем йышлансах пыраççĕ, мĕншĕн тесен халăх пахалăхлă, паллă заводсемпе фабрикăсем туса кăларакан тавара ыйтать.
Суту-илÿре пирĕн хастар та пултаруллă ĕçченсем тăрăшаççĕ. Вĕсем яваплăха, професси чыслăхне тĕп вырăна хураççĕ, пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшаççĕ, халăхпа килĕштерсе ĕçлеççĕ, туянакансене яланах кирлине сĕнеççĕ. Пысăк ÿсĕмсем хăйсем тĕллĕн пулмаççĕ, пĕтĕмпех çынсенчен, коллектив тăрăшулăхĕнчен, çирĕплĕхĕнчен килет. Пирĕн Суту-илÿ çурчĕн малашлăхĕ çутă та ÿсĕмлĕ пултăр!
ИСТОРИ СУКМАКĔПЕ
Кăçал Комсомольски райпоне туса хунăранпа 80 çул çитет. Чи малтанхи Комсомольски райпотребсоюзне Комсомольски, Аслă Чурачăк, Хирти Сĕнтĕр, Урмаел, Хырхĕрри сельповĕсем кĕнĕ. Райпотребсоюзăн пĕрремĕш председателĕ М.Г.Долгов пулнă. Кашни сельпора 10—11 ларек, 2-шер склад, пекарня ĕçленĕ. Ларексем ытларах чухне кулаксенчен туртса илнĕ çуртсенче вырнаçнă.
Потребительсен кооперацийĕн аталанăвĕ çăмăл пулман. Малтанах вăл ялпа хула хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме, чăваш халăхĕн юлса пыракан экономикипе культурине аталантарма чылай пулăшнă. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче те вăл хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. 1941 çулта райпотребсоюз тытăмĕнче 143 çын ĕçленĕ, çав шутра — 23 хĕрарăм. Вĕсенчен 62 çын вăрçă пуçлансанах фронта тухса кайнă. 1941—1944 çулсенче райпотребсоюза Г.Ф.Скворцов ертсе пынă. Шăпах вăрçă вăхăтĕнче райпо хатĕрлев енĕпе çине тăрса ĕçлеме пикеннĕ. Хатĕрлев кантурне вăл вăхăтра А.А.Антонов ертсе пынă. Халăха кирлĕ таварсем туса кăларассине аталантарнă, çăкăр пĕçернĕ, сухари типĕтнĕ.
1944—1946 çулсенче райпотребсоюза Я.В.Таборкин, ун хыççăн Т.С.Мышкин, П.К.Смирнов, В.А.Зайцев, С.Н.Шаринкин ертсе пынă.
1958 çулта Комсомольски райпотребсоюзне райпо ят пама йышăннă. Ф.И.Медведев, К.И.Кутаркин, В.И.Баранов, В.П.Петрухин, В.А. Мурзаев, Р.З.Ахметов, В.Д.Тумаланов, Н.И. Абанин, Е.И.Карпеев тĕрлĕ çулсенче унăн председателĕсем пулнă. Паянхи кун райпо — ăнăçлăн аталанса пыракан пысăк организаци.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *