Кашни çынах ача чухне çитĕнсе çитсен мĕнле професси алла илмелли çинчен шухăшлать. Чун туртакан ĕçе суйласа илесси — пурнăçра чи кирлĕ утăмсенчен пĕри. Хăшĕ пĕчĕк чухне палăртса хунă профессиех алла илет.
Çĕнĕ Шăхран ялĕнче çуралса ÿснĕ Екатерина Ивановна Медведева шăпах çакăн пек çынсен йышĕнчен. Вăл шкул пĕтерсенех Шупашкарти коопераци техникумне çул тытнă. Сутуçă тата товаровед профессине алла илнĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах куçăмсăр майпа коопераци институтне пĕтернĕ. Çак профессие амăшĕ мĕнлерех ĕçленине пăхсах суйлама чунĕ туртнă.
Амăшĕ — Валентина Грошева Çĕнĕ Шăхран ялĕнчи лавккара сутуçăра тăрăшнă. Катя мĕн пĕчĕкренех ун патне лавккана çÿренĕ. Пĕчĕкскерĕн пĕвĕ çитмен пулин те прилавок умне тăрса тавар туянакансен ыйтăвне тивĕçтерес тесе тăрăшнă. Кирлĕ тавара çийĕнчех чупса кайса илсе панă вăл.
1997 çулта, амăшĕ тивĕçлĕ канăва тухсан, Екатерина Ивановна унăн çулĕпе утса лавккана ĕçлеме вырнаçнă. Çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлекенскере, яваплăха туйса ĕçлекенскере, сутуçăра йывăрах пулман. Ĕçе хăнăхса ÿснĕскер суту-илÿре чи маттурри пулнă: сентресем çинче тавар нумай, плана тултарса ĕçленĕ, ял çыннисем кăмăллă. Каярах вăл райпо системинче товароведра та вăй хунă. Ĕçе тăрăшса пурнăçлаканскере «Гастроном» лавккана ертсе пыма шаннă. Çак ĕçре вăл икĕ çула яхăн тимлет.
— Суту-илÿ лавккин заведующийĕ пулма хастар та пултаруллă, пуçаруллă ĕçлекенсене çеç шанаççĕ. Екатерина Медведева шăпах çакăн пеккисенчен пĕри, — тесе çирĕплетет райпо правленийĕн председателĕ Людмила Сорокина. Людмила Александровна унăн ĕçĕпе çав тери кăмăллă.
— Пурнăçра кашниех профессие чун ыйтнипе суйласа илет. Эпĕ те утăма шутласа, ĕмĕте пурнăçласа турăм. Тавар туянакансене ăнланасси, кирлĕ таварпа тивĕçтересси, паллах, пĕрремĕш вырăнта. Кулленхи ĕçре алă усса ларма вăхăт çук, кун-çул уттинчен юлмасăр аталанмалла. Çĕннине алла илмелле, клиентсен ыйтăвне туллин тивĕçтермелле. Пирĕн ĕçре пĕччен тăрăшни çеç çителĕксĕр, коллективпа пĕр чĕлхере пулни, пурте пĕрле тăрăшни ÿсĕмсем тума май парать те, — тет хăйĕн ĕçне чунтан парăннă Екатерина Ивановна.
А.МАТРОСОВА.