Ĕçчен халăх савăнчĕ, çепĕç юрă янрарĕ

Ĕçчен халăх савăнчĕ, çепĕç юрă янрарĕ

Каçал тăрăхĕн çыннисем ĕçре те, канура та, юрă-ташăра та чи маттуррисем пулнине кăтартса пачĕ июнĕн 29-мĕшĕнче Комсомольски вăрман уçланкинче иртнĕ Акатуй. Çак кун вăрман уçланки ир-ирех хаваслă шавпа тулчĕ: пĕрисем хăйсен суту-илÿ палаткисене лартса тавара илемлĕн вырнаçтарса хучĕç, теприсем ача-пăчана савăнтарма батутсем вĕрсе хăпартрĕç, карусельсем вырнаçтарчĕç, алĕç ăстисем уяв хăнисене хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарма хатĕрленчĕç.
Акатуй — ваттишĕн те, вĕттишĕн те чи кĕтнĕ уявсенчен пĕри, çавна май кунта тĕрлĕ ÿсĕмри хăнасемшĕн те усăллă та хаваслă кану йĕркелеме тăрăшни тÿрех сисĕнчĕ. Палăртса хăварас килет: кăçалхи уява уйрăмах тĕплĕн хатĕрленни куç-кĕрет. Акатуй вырăнне кĕнĕ çĕре чаплă хапха туса лартнă, çул тунă, унта та кунта ăçталла каймаллине кăтартакан юпасем вырнаçтарнă, кану вырăнĕсем хăтлă, ача-пăчана савăнма уйрăм площадка хатĕрленĕ, юрри-ташши валли те уйрăм сцена, спорт мероприятийĕсем валли ятарлă лапам… Инçетрен тинкерсен вăрман хĕрринче илемлĕ хула ÿссе ларнăн туйăнчĕ.
Йăлана кĕнĕ уяв кăçал тата та анлăрах, хаваслăрах пулчĕ, мĕншĕн тесен ăна районăмăр 80 çул тултарнине халалланă. Уява хаклă хăнасем чылайăн пуçтарăнчĕç. Районта 68-мĕш хут иртекен ĕçпе юрă, спорт уявне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килсе çитрĕ.

Салам сăмахĕсем янăрарĕç
Акатуя кăçал хăнасем питĕ йышлăн пуçтарăнчĕç. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, депутатсем, организацисемпе предприятисен ертÿçисем, районта çуралса ÿссе ун тулашĕнче тĕрлĕ ĕçре палăрнă ентешсем, тĕрлĕ ĕçре вăй хуракансем… Кашниех хăйĕнпе пĕрле савăк кăмăл илсе килнĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уява пуçтарăннисене районăн юбилейĕ тата Акатуй ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Вăл çĕр ĕçченĕсене çурхи ака ĕçĕсене ăнăçлăн вĕçленĕшĕн, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ туса пынăшăн тав турĕ, тăван çĕре, суйласа илнĕ ĕçе юратса малашне те тăрăшса вăй хума сунчĕ. «Каçал тăрăхĕн çĕрĕ питĕ пулăхлă, çыннисем уçă кăмăллă та ĕçчен. Тĕрлĕ национальность çыннисем районта килĕштерсе пурăнаççĕ. Çакăншăн сирĕн умăрта пуç таятăп. Малашне те çĕнĕ çĕнтерÿсем патне ăнтăлăр», — терĕ вăл.
Район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тата ытти хаклă хăнасем уяв ячĕпе саламласа чылай ăшă сăмах каларĕç, малашне те района ăнăçлăн аталантарма, çитĕнÿсем патне ăнтăлма сунчĕç. Малалла вара чи пултаруллă, тĕрлĕ ĕçре палăрнă ентешсене савăнăçлă лару-тăрура наградăларĕç.

Чи маттуррисене палăртрĕç
Малтанах палăртса хăвармалла: пирĕн район 2018 çулхи кăтартусем тăрăх тĕп капитала инвестицисем хутшăнтарассине вăйлатма тата территорин экономика /налук/ вăй-хăватне аталантарма паракан республика пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ. Вăл 10 миллион та 500 пин тенкĕпе танлашать.
Культура сферинче курăмлă ĕçсем тунăшăн тата нумай çул çак енĕпе вăй хунăшăн Йăлмахва ял библиотекин библиотекарьне Альбина Ефремовăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» ята парса чысларĕç. Халăха социаллă пулăшу паракан районти центр директорне Татьяна Смирновăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ социаллă хÿтлĕх ĕçченĕ» хисеплĕ ята пачĕç. Чĕчкен ял поселенийĕн администрацийĕн тĕп специалист-экспертне Людмила Григорьевăна «Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тивĕçлĕ шайра ĕçленĕшĕн» паллăпа наградăларĕç. Михаил Игнатьев чи пултаруллă ĕçченсене Тав çырăвĕпе тата сехетпе чысларĕ. Вĕсем: Александровка ял поселенийĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова, хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ертÿçи Николай Самарин, Урмаел ял поселенийĕн администрацийĕн инспекторĕ Наиля Мифтахутдинова, «Гидроингео» ООО директорĕ Геннадий Шурбин.
Акатуй пире тăрантаракансене — çĕр ĕçченĕсене тав сăмахĕ каламасăр нихăçан та иртмест. Çак уявра эпир çулсерен хуçалăхсенчи чи маттур ĕçченсене палăртатпăр, вĕсен умĕнче пуç таятпăр. Кăçал та тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçнисем чыла-йăн пулчĕç. Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине «Труд» ЯХПКн запас пайсен склачĕн заведующийĕ Юрий Григорьев, «Искра» колхоз водителĕ Николай Кошкин, «Труд» ЯХПКн тĕп агрономĕ Геннадий Кузьмин тивĕçрĕç. РФ Ял хуçалăх министерствин Тав хучĕпе «Слава картофелю» агрофирма» ОООн генеральнăй директорĕн маркетинг енĕпе ĕçлекен çумне Олег Мартышина наградăларĕç.
Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçекенсем те чылайăн пулчĕç. Çак йышра: «Дубовка» ОООн тракторисчĕ Дмитрий Батманов, «Луч» ЯХПК доярки Галина Иванова, «Слава картофелю» агрофирма» ОООн водителĕ Агзем Камальдинов, «Асаново» ЯХПК доярки Лариса Карсунова, «Искра» колхоз доярки Тамара Квасова, «Рассвет» ЯХПК тракторисчĕ Владимир Коноплев, «Слава» ЯХПКн выльăх пăхаканĕ Александр Матвеев, «Алга» ЯХПКн председатель çумĕ Нурислам Мифтахутдинов, «Комсомольские овощи» агрофирмăн тракторист-машинисчĕ Искандер Насыбуллин, «Восток» ЯХПКн ĕç хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Геннадий Петров тата «Дружба» ЯХПК тракторисчĕ Фенис Тазетдинов.
«Ял территорийĕсене çуллен аталантарасси» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн «Кĕтне» ДЮСШ тренер-преподавательне Рустем Гареева, «Лейсан» ача сачĕн учитель-логопедне Гульназ Зиганшинана, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисене Марина Котоманпа Григорий Прокопьева, «Агромол» кооперативăн водительне Ленар Шайдуллина пурăнмалли условисене лайăхлатма социаллă тÿлев илме май паракан свидетельство пачĕç.
Акатуйра çулсерен «Комсомольски районĕн хисеплĕ гражданинне» палăртасси йăлана кĕнĕ. Кăçал çак хисеплĕ ята «Урожай» колхоз председателĕпе Алексей Ершовпа Комсомольски район ентешлĕхĕн председателĕ Валери Туркай тивĕçрĕç.
Кăçалхи çураки кăтартăвĕсем тăрăх районти конкурсра «Восток» ЯХПК механизаторĕ Олег Никитин, «Урожай» колхоз механизаторĕ Илья Каюков, «Слава картофелю» агрофирма» ООО механизаторĕ Сергей Павлов тата «Асаново» ЯХПК механизаторĕ Александр Чапрасов çĕнтернĕ. Вĕсем Дипломсене тата хаклă парнесене тивĕçрĕç. Выльăх пăхакансем хушшинче вара Лариса Иванова /»Асаново» ЯХПК/, Елена Ишуткина / «Урожай» колхоз/, Ольга Кузьмина /»Рассвет» ЯХПК/ палăрнă.
Çавăн пекех район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнисене те ятран асăнса хăварас килет. Вĕсем: «Заря» ЯХПК тракторисчĕ Герман Артемьев, «Алга» ЯХПКн тĕп бухгалтерĕ Гельшат Ахметзянова, Самаринăн фермер хуçалăхĕнче вăй хуракан Димитрий Говоров тракторист, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн ют чĕлхе учителĕ Оксана Ефремова, «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕн механизаторĕ Петр Индюков, районти тĕп больницăн медицина сестри Рената Киселева, «Кооператор» ОООн цех мастерĕ Ольга Сорокина тата Комсомольски райповĕн апатлану комбиначĕн директорĕ Марийта Федотова.

Спортра маттур
Пирĕн район çыннисем ĕçре çеç мар, спортра та маттур. Çакна уявра иртнĕ тĕрлĕ енлĕ ăмăртусем тепĕр хут çирĕплетрĕç. Пĕрене çинче михĕсемпе кĕрешесси, армспорт, кире пуканĕ йăтасси, юпа тăрăх хăпарассси, волейбол, мини-футбол — кашни тупăшу хаваслă та хĕрÿ иртрĕ. Спорт программин чи асра юлакан саманчĕ вара ирĕклĕ майпа кĕрешекенсемпе çыхăннă. Чи паттăррисене палăртасси пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Апла пулин те, уявăн тĕп парнисен — такапа тихан — хуçисем тупăнчĕçех. Асанкассинчен килнĕ Вячеслав Яндров хĕрÿ тупăшура мала тухса такана тивĕçрĕ. Аслă Чурачăк пăхаттирĕ Никита Крылов ăмăртăвăн тĕп парнине — тихана — çĕнсе илчĕ.

Кăмăл туличчен савăнтăмăр
Яланхи пекех кăçалхи Акатуй та юрă-ташăсăр иртмерĕ. Района юбилей ячĕпе саламласа ял поселенийĕсен пултарулăх коллективĕсемпе уйрăм юрăçсем, Мари Эл Республикинчен, Тутарстанран, Ульяновск облаçĕнчен килсе çитнĕ коллективсем, чăваш эстрада çăлтăрĕсем савăнăçлă концерт лартса пачĕç. Концерт пирĕн районта виçĕ халăх çыннисем туслăн, килĕштерсе, пĕр çемье пек пурăннине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Куракансем кашни коллективах тăвăллăн алă çупса тав турĕç.
Акатуйăн программи пуян та тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Ÿнерçĕсем вăрман хĕррине пленэра тухрĕç. Унта районта çеç мар, республикипех палăрнă ÿнерçĕсем Викентий Лукиянов, Михаил Григорян, Василий Васильев тата Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕн педагогĕсемпе вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Алĕç ăстисен куравĕсем, ача-пăча площадки, спорт ăмăртăвĕсем, ача-пăча театрĕ, качча каяс хĕрсен парачĕ, сухаçăсен ăмăртăвĕ, лашасен ăмăртăвĕ, мотокросс… Çавăн пекех килнĕ ăстасем курса тăракансем умĕнчех бензопăчкăпа йывăçран тĕрлĕ кĕлеткесем касса кăларчĕç. Куç умĕнчех йывăç каскисем кĕске вăхăт хушшинче вĕçен кайăксене тата чĕрчунсене çаврăнчĕç.
Çапла уявра кашниех хăйне валли чун киленĕçĕ тупма, кăмăл туличчен савăнма май тупрĕ.
Каçхине вара уяв мероприятийĕсем район центрĕнче малалла тăсăлчĕç. Чăваш эстрада çăлтăрĕсем Полина Борисовăпа Андрей Думилин, Марина Волкова, Мария Долгова, Александр Кокшин, Ольга Буслаева, Ксения Гришина, фитнес-аэробика федерацийĕн воспитанникĕсем /Мария Долгова тренер/ тата ыттисем те куракансене хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Уяв тĕлĕнмелле вăйлă та илемлĕ салютпа вĕçленчĕ. Çакна уяв курма килнисем пĕрре мар çирĕплетрĕç.
Юлашкинчен вара çакна каласа хăварас килет: районти çулсерен йĕркелекен АКАТУЙ кăçал нихçанхинчен те вăйлăрах, хитререх иртрĕ пулĕ. Çакна уява çав тери нумай сумлă хăна, вырăнти тата кÿршĕ облаçсенчи пултарулăх коллективĕсем, вĕренекенĕсем, волонтерсем хутшăнни çирĕплетет. Сăмахран, тăван тăрăха пирĕн пултаруллă та чапа тухнă ентешсем килсе çитнĕ. Вĕсем инçе çула кĕскетсе тăван района, юбилей кĕрекине васканă. Шурут-Нурăс ялĕнче çуралса ÿснĕ, Комсомольски районĕн хисеплĕ гражданинĕ Владислав Ильин вице-адмирал тата «Сыны Отечества» офицерсен пĕрлешĕвĕн членĕсем Акатуйра пулчĕç. Вĕсем уява çав тери пысăк шайра йĕркелеме пултарнăшăн тав турĕç, тĕлĕнĕвне те пытармарĕç. Çак кун Петр Краснов, Кияметдин Мифтахутдинов депутатсем ентешсене чĕререн саламларĕç.
Каçал тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн çеç мар, тĕрлĕ çĕртен килсе çитнисемшĕн, хăнасемшĕн шăматкун чăннипех пысăк уяв пулчĕ. Пĕрле пухăнса савăннине, паллах, нимĕн те çитмет. Апла пулсассăн эпир вăхăтра канма, савăнма, ĕçлеме пĕлетпĕр. Акатуй сумĕ çулран-çул ÿссе пытăр!
Н.КАЛАШНИКОВА,
А.ЕФРЕМОВА,
А.МАТРОСОВА,
Г.ГИНАТУЛЛИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *