Четверг, 18 апреля

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Хаклă ентешĕмĕрсем!

80 çул вăл — нумай та, сахал та. Сакăр теçетке çул хушшинче Комсомольски районĕ Чăваш Енре те, Раççейре те яланах хăйĕн хастар ĕçĕпе, пысăк çитĕнĕвĕсемпе, ятлă-сумлă ывăл-хĕрĕпе палăрса тăнă, çак ырă йăлана вăл паян та малалла тăсать. Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçинче пирĕн ентешсем паттăррăн çапăçнă, вăрçă хыççăн çĕршывăн юхăннă хуçалăхне ура çине тăратассишĕн ырми-канми ĕçленĕ.
Кам кăна çук-ши Каçал ен çуратса, çунат парса ÿстернĕ çынсен йышĕнче! Совет Союзĕн Геройĕсемпе Социализмлă Ĕç Паттăрĕсем те пур, адмиралсемпе полковниксем те, патшалăх деятелĕсемпе паллă çыравçăсем те, сумлă ăсчахсемпе пултаруллă артистсем те … Чи хисеплĕ ентешсем пирĕншĕн — çĕр ĕçченĕсем, хăйсен тăварлă тарĕпе тăван çĕре шăваракансем, пире çăкăр çитерекенсем!
Пире районта пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă пурăнни те питĕ савăнтарать. Пирĕн умĕн пурăннă ăрусем халалласа хăварнă çак пысăк пуянлăха, туслăха малашне тата ытларах çирĕплетесчĕ.
Пирĕн районта пурăнакансем яланах ĕçченлĕхпе, ырă кăмăлпа, мал ĕмĕтлĕхпе палăрса тăнă. Ентешĕмĕрсем хушшинче хамăр республикăра çеç мар, Раççейре, тĕнчере чыс-сум çĕнсе илнисем те пур. Малашне те çаплах пулма, тăван района илемлетме, пурнăçа лайăхлатса пырассишĕн пĕрле вăй хума сĕнетпĕр.
Комсомольски районĕ 80 çул тултарни пирĕншĕн чăн-чăн пысăк уяв — туслăхпа тăванлăх уявĕ. Пирĕн ытарма çук юратнă районăмăрăн сумĕпе хисепĕ малашне те ÿссе пыччăр!
Çирĕп сывлăх, çĕнĕ ÿсĕмсем, иксĕлми телей сунатпăр сире, Каçалсем!
Х.ИДИАТУЛЛИН,
район пуçлăхĕ.
А.ОСИПОВ,
район администрацийĕн пуçлăхĕ.

УВАЖАЕМЫЕ ЖИТЕЛИ КОМСОМОЛЬСКОГО РАЙОНА!
Примите самые теплые и искренние поздравления со знаменательной юбилейной датой — 80-летием образования района!
История муниципалитета — это длинный путь становления и роста, поступательного и динамичного развития. Отрадно отметить, что сегодня Комсомольский район занимает достойное место в республике по основным социально-экономическим показателям. За достигнутыми успехами стоит ваш созидательный труд и искренняя любовь к родной земле, ответственность за судьбу своей малой родины.
Эффективно развивается важнейшая отрасль — сельское хозяйство. И глубоко символично, что вместе с юбилеем района вы отмечаете чувашский национальный праздник «Акатуй», который знаменует собой завершение весенних полевых работ. Искренние слова благодарности всем тем, кто живет и работает на земле. Особая признательность и низкий поклон — ветеранам сельского хозяйства, всю свою жизнь посвятившим напряженному сельскому труду.
От всей души желаю Комсомольскому району дальнейшего процветания, а всем его жителям — крепкого здоровья, счастья, благополучия, мира и добра!
Депутат Государственной Думы Федерального Собрания РФ
МАЛОВ Н.

Кияметдин МИФТАХУТДИНОВ
/1991—2000 çулсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă/:
— Вăхăт тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа шăвать. Ачалăхăм, çамрăклăхăм, район аталанăвĕшĕн тăрăшнă çулсем куç умĕнче. Аса илмелли, каласа памалли пайтах.
Район пурнăçĕнчи ытти пулăмсем те алă тупанĕ çинчи пек куç умне тухаççĕ паян. Кашни ялтах клуб е культура çурчĕ, ача сачĕ, лавкка е шкул туни те аслă ăрăвăн пархатарлă тата манăçми ĕçĕ. Кунта тĕрлĕ çулсенче пирĕн района ăнăçлă ертсе пынă ăслă та пултаруллă ертÿçĕсен тÿпи питех те пысăк. 1960 çулсен иккĕмĕш çурринчен пуçласа, район çĕнĕрен йĕркеленнĕ хыççăн, района аталантарассипе уйрăмах Петр Николаевич Теплов, Николай Петрович Паймушин, Петр Иванович Мужиков, Петр Никитич Никитин, Петр Андреевич Баринов нумай вăй хунă. Çак вăхăтра чылай социаллă объект, культура учрежденийĕсем хута кайнă.
Тÿррипе каласан, паян эпир малтисен тата пуçаруллисен ретĕнче. Пирĕнтен килмен сăлтава пула арканнă чылай колхоз вырăнне çĕнĕ ял хуçалăх предприятийĕсем, уйрăм фермер хуçалăхĕсем йĕркеленнинче ял çыннин паттăрлăхĕ тепĕр хут палăрма пуçларĕ.
Промышленность предприятийĕсем, уйрăм предпринимательсем пуçарнă ĕçсем район экономикине пысăк тÿпе хываççĕ.
Эпĕ район администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ çулсенче ял çынни тĕлĕнмелле тăрăшулăх тата пултарулăх кăтартнипе, чăннипех, мухтанас килет. Паянхи кун та эпĕ ентешсемпе мăнаçланатăп. Вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнатăп. Район аталанса çĕкленнишĕн, вăл илемленсе пысăкланнишĕн чун хĕпĕртет. Каçал тăрăхĕнче чăннипех ĕçчен те пултаруллă халăх пурăнать. Çакна тĕслĕхсем çирĕплетеççĕ. Юлашки вунă çула çеç илес пулсассăн, мĕн чухлĕ çĕнни пулчĕ. Вăтам шкул, ача сачĕсем, культура çурчĕсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем, сĕт-çу фермисем хута кайрĕç, çĕнĕрен те çĕнĕ суту-илÿ магазинĕсем уçăлчĕç. Аталанатпăр пулсассăн, пурăнатпăр.
Çак ырă улшăнусене тĕпе хурса, сире, Каçал тăрăхĕнче пурăнакан мĕн пур çынна, пуç тайса, кăмăлтан саламлатăп. Пурне те ĕçре тата пурнăçра ăнăçлăхпа çирĕп сывлăх сунатăп.

Геннадий ВОЛКОВ,
/2001—2012 çулсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă/:
— Мĕн ĕлĕкрен çурхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн Акатуйра пĕрле пуçтарăнса савăннă. Кăçал вăл районăн 80 çулхи юбилейĕпе пĕр килнĕрен тата та анлăрах, хаваслăрах, пĕлте-рĕшлĕрех иртет. Юбилей — пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетмелли тата малашнехи тĕллевсене палăртмалли вăхăт. 80 çул хушшинче районăмăр тĕрекленчĕ, аслăланчĕ. Унăн аталанăвне кашниех тÿпе хыврăмăр. Паллă самантсем унăн историйĕнче ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлчĕç. Эпир, республикăн аякри районĕсенчен пĕри пулсан та, кашни яла çут çанталăк газĕ кĕртес ыйтăва малтисемпе пĕрле татса патăмăр. Район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенчи харпăр хăй хваттерне уйрăммăн хутса ăшăтасси çине куçарассипе те япăх мар ĕçлеме пултартăмăр. Кашни яла асфальт çул çитерессипе те республика умĕнче ятăмăра ямарăмăр. Халĕ ялсенчи урамсенчи çулсене вакă чулпа витессипе те ыттисенчен юлмасăр ĕçлеççĕ.
Культурăра, халăха вĕрентес, сывлăха сыхлас ĕçре е ытти сферăра тăрăшакансем хастар та пуçаруллă пирĕн. Вĕрентÿ системинчи ăнăçлăхсемпе те савăнма пултаратпăр эпир.
Сывлăха сыхлас енĕпе те çитĕнÿсем çук мар. Ялсенче юлашки çулсенче çĕнĕ йышши 10 ФАП уçни те куç умĕнче. Вĕсене тата та çĕклеççĕ-ха. Аслисен, çамрăксен, ача-пăчасен сывлăхне çирĕплетме район центрĕнче «Кĕтне» ФСК ĕçлени, ялсенче çĕнĕ йышши спорт площадкисем хута кайни — ял çыннисемшĕн калама çук пысăк савăнăç. Район аталану çул-йĕрĕпе çирĕп утнишĕн чунтан савăнатăп. Малашне те пурте пысăк хавхалануллă кăмăлпа ĕçлесчĕ, татах та çĕннине пурнăçа кĕртесчĕ. Каçал тăрăхĕнче пурăннишĕн мăнаçланасчĕ.

Михаил АФАНАСЬЕВ,
/2012—2015 çулсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă/:
Районăн юбилейĕ — уйрăм пĕлтерĕшлĕ уяв, вăл тăван кĕтесе чунтан юратакан мĕн пур çынна пĕрлештерсе тăрать. Районта мĕн авалтан чăваш та, вырăс та, тутар та пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнаççĕ. Вăл пуриншĕн те тăван кил шутланать.
Пирĕн районăн тĕп пуянлăхĕ — унăн ĕçчен те пултаруллă, çирĕп тĕллевлĕ те мал ĕмĕтлĕ çыннисем. Шăпах вĕсем куллен тăрăшнипе район аталану çулĕпе малтан мала утать, ял хуçалăхĕнче те, сывлăх сыхлавĕнче те, вĕрентÿре те, ытти сферăра та курăмлă çитĕнÿсем тăвать. Эпир туса ирттерекен ĕçсен пĕр тĕп тĕллев — ял çыннин пурнăçне лайăхлатасси, яла хăтлăлатасси.
Юбилей кунне уявланă май ентешĕмсене çирĕп сывлăх, çĕнĕ ÿсĕмсем тума сунатăп. Юратнă районăмăрăн сумĕпе хисепĕ малашне те ÿссе пыччăр!

ДОРОГИЕ ЗЕМЛЯКИ!
80 лет для исторического пути района — это немалый срок. За это время многое поменялось: изменился облик района, были воздвигнуты новые здания, построены новые объекты социального значения, были введены в действие новые предприятия и организации. Неизменным оставалось одно — отношение людей к своей малой родине. Комсомольский район для его жителей и уроженцев — это общий дом, объединяющий людей разных судеб, характеров, поколений в единое целое.
Мы гордимся нашими прадедами, которые стояли у истоков основания района. С благодарностью вспоминаем земляков, отважно сражавшихся на фронте, отстаивая свободу Родины. Мы славим трудовые подвиги наших земляков, которые внесли ощутимый вклад не только в развитие района, но и в развитие республики и всей страны. Мы гордимся своим районом, своими достижениями.
Желаю всем жителям района крепкого здоровья, побольше ярких солнечных дней, добрых и радостных событий, уверенности в завтрашнем дне!
АБАНИН Николай.
/в разные годы работал директором Комсомольского пивзавода, председателем Комсомольского райпо, генеральным директором ООО «Чебоксарская Универбаза»/.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *