Суббота, 4 февраля

Вăрлăх паха пулсан тухăç та лайăх

Вăрлăх паха пулсан тухăç та лайăх

Чăваш Енре çĕнĕлĕхсемпе тата хальхи йышши технологисемпе анлă усă куракан, пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртекен хуçалăх сахал мар. Вĕсенчен пĕри — районти «Слава картофелю» агрофирма. Пурнăç таппипе тан пыракан предприяти кăтартусене лайăхлатсах пырать. Ахальтен мар вăл çулленех «Агро-100» клуб рейтингĕнче чи лайăххисен шутĕнче. Ăнăçу çулĕ çине тăма мĕн пулăшнă тата ÿсĕмсем тăвасси мĕнрен килет — çакăн пирки агрофирма ертÿçипе Хасиятулла Семигуллович Идиатуллинпа калаçрăмăр.
— «Мĕнле ĕçлетĕн — çапла тупăш илетĕн» каларăша тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Агрофирмăра тăрăшуллă та маттур, хăйсене шанса панă тивĕçсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан çынсем вăй хураççĕ. Кашниех хăйĕн ĕçĕшĕн яваплă. Çакă йăлтах вăхăтра, пахалăхлă пурнăçлама май парать. Ял хуçалăхĕнчи çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртекен агрофирма паянхи куна тăватă предприятирен тăрать: «Слава картофелю» агрофирма» ООО, «Комсомольские овощи» агрофирма» ООО, «Слава картофелю — Яльчики» агрофирма» ООО, «Слава картофелю — Канаш» агрофирма» ООО. Кашни предприяти ĕçĕ хăйне евĕрлĕ, — пĕлтерчĕ ĕç-хĕлпе паллаштарса ертÿçĕ.
Паха вăрлăхран — пысăк тупăш
«Мĕн акнă, çав шăтать» — каларăша тĕпе хурса ĕçлеççĕ агрофирмăра. Вĕсен тĕллевĕ — таса та паха вăрлăх туса илесси. Чи малтанах вĕсем чаплă çĕрулми вăрлăхĕсене чикĕ леш енчен туяннă пулсассăн, халĕ çĕнĕ йышши вăрлăхсене вырăнта çитĕнтереççĕ. Çакна пурнăçлама ятарлă лаборатори тата теплицăсем пур.
— Эпир элита тата супер-элита вăрлăхсене чикĕ леш енчен хаклă хакпа, 1 килограмне 100 тенкĕпе туянаттăмăр. Анчах та çулсем иртнĕçемĕн вĕсен пахалăхĕ пире тивĕçтерми пулчĕ. Çакна шута илсех вăрлăха хамăрăн туса илмеллине палăртрăмăр. 2014 çултанпа çĕрулмин таса вăрлăхне туса илессипе ĕçлетпĕр. Чи малтанах пĕчĕкрех лаптăк йышăнакан теплицăсем турăмăр. Паянхи куна теплицăсем 0,9 гектар йышăнаççĕ. Таса вăрлăх çитĕнтерме вара пĕр çул çеç çителĕксĕр. Тĕслĕхрен, пĕчĕкçĕ калчасенчен 5 çултан çеç çĕрулмин элита вăрлăхне туса илме пулать. Çавна май чи пирвай çитĕнтернĕ элита вăрлăх вăл — çĕрулмин «Невский» сорчĕ. Халĕ «Гулливер», «Метеор», «Самба», «Ред Скарлет», «Ривьеро», «Арроу» сортсем çитĕнтеретпĕр, — каласа кăтартрĕ Хасиятулла Идиатуллин.
2017 çулта агрофирма Елчĕк районĕнчи агрофирма никĕсĕ çинче селекципе вăрлăх центрĕ хута янă. Унăн тытăмĕнче лаборатори пур. Шăпах унта ăслăлăх-тĕпчев институтĕнчен илсе килекен çĕрулмин микрокалчисене /пробиркăра ÿсекеннине/ çитĕнтереççĕ. Вĕсене çитĕнтернĕ чухне вара çав тери тимлĕ те асăрхануллă пулмалла. Специалистсен микрокалчасене тĕрлĕ чир-чĕртен асăрхасах тăмалла. Лабораторире те питĕ таса пулмалла. Вăл çеç-и? Унта ют çынсене кĕртмеççĕ, ĕçченсем те шурă халатпа, калпакпа çеç çÿреççĕ. Паянхи куна лабораторире 8 çын тăрăшать. Вĕсене Ирина Архипова специалист ертсе, вĕрентсе пырать. Пробиркăсенче çитĕнекен микрокалчасене теплицăсене куçарса лартаççĕ. Вĕсенче калчасене тумламăн шăвармалли тытăмпа усă кураççĕ. Теплицăсенче çĕрулмин мини çимĕçĕсем пулаççĕ, унтан иккĕмĕш çулхине вĕсене ятарлă лаптăкра лартса çитĕнтереççĕ, виççĕмĕш çулхине çав вăрлăхран супер-супер элита пулать, тăваттăмĕш çулхине — супер элита, кайран тин — элита. Çапла вара çĕрулмин кун-çулĕ чăннипех те вăрăм. Апла пулин те паха вăрлăх çитĕнтерни темрен те хаклă.
— Пысăк ĕçсене пурнăçа кĕртме, çĕнĕ технологисемпе анлă усă курма патшалăх витĕмлĕ пулăшу кÿни вăй парать. Эпир кăçал ятарлă программăпа килĕшÿллĕн грант çĕнсе илтĕмĕр. Çавна май кăçал шăпах капиталлă теплицăсем тăвасшăн. Унтан вара микрокалчасене ятарлă торф тăприллĕ савăтсене лартса çитĕнтересшĕн. Кун пек çитĕнтернĕ чухне вĕсен аталанаслăхĕ пысăк. Инвестици проекчĕ 25 млн тен-кĕпе танлашать. Çавăн пек вăрлăхпа ĕçлекен пурлăхпа техника базине те пуянлатма тĕллев лартнă, — пĕлтерчĕ генеральнăй директор.
Çĕр пахалăхĕ тĕп вырăнта
Хуçалăхра паха вăрлăх çитĕнтерни çине пысăк тимлĕх уйăрнипе пĕрлех, çĕр пулăхлăхне сыхласа хăварас енĕпе те ĕçлеççĕ. Ахальтен каламаççĕ: «Çĕр аннемĕр пире тăрантарать те, тумлантарать те». Хасиятулла Семигуллович çĕр çинче паха тухăç çитĕнтернипе пĕрлех çĕре хăйне те вăхăтра апатлантарса тăмаллине палăртать. Агрофирмăра пусă çаврăнăшне çирĕп пăхăнаççĕ, вĕсем 4 хирлĕ пусă çаврăнăшĕпе усă кураççĕ. Пĕрремĕш çулхине — çĕрулми, иккĕмĕшĕнче çурхи тулăпа донник акаççĕ. Кĕркунне тырпулне пухса илеççĕ те донникне хăвараççĕ. Çитес çул çĕртме уйă-хĕнче сидерат культури чечеке лариччен ăна сухаласа хăвараççĕ. Ытларах донник, горчица, йÿç кăшман /редька масличная/ ÿстереççĕ. Сидерат культурисем тăпрари паха элементсене тавăрма пулăшаççĕ, унсăр пуçне тата донник сиен кÿрекен кăпшанка, çĕр хуртне ĕрчеме памасть. Çак сĕнÿсем кашни çĕр ĕçченĕшĕн усăллă пулĕç.
Аталанма май пур
Агрофирма ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Вăл паха вăрлăх туса илет, çĕрулми, пахча çимĕç, тыр-пул çитĕнтерет. Пур ĕçе те кирлĕ пек йĕркелесе пыма, малалла аталанма вăй-хал та, чăтăмлăх та кирлĕ. Вĕсем пуçăннă ĕçе яланах вĕçне çитерме хăнăхнă. Хасиятулла Идиатуллин палăртнă тăрăх, пĕр ĕçе пуçласа вĕçне çитернĕ хыççăн çеç теприн çине куçма ирĕк пур. Ертÿçĕ ĕçе вăхăтра, тĕплĕ пурнăçланине юратать. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те кунта. Малашнехи тĕллев вара — çĕнĕлле аталанасси. Паянхи куна вĕсем çĕрулмине, пахча çимĕçе пысăк калăпăшпа сутаççĕ пулсассăн, çитес вăхăтра тата çĕрулмине пĕчĕк сеткăсене тултарса сутлăха ярас кăмăл пур. Кун пек, паллах, çынсене туянма меллĕрех.
Агрофирма ăнăçлăхĕ — çĕнĕ йышши технологисемпе усă курнинче, техникăна çĕнетсе тăнинче, çĕрулмине хÿтĕлемелли мелсемпе пĕлсе усă курнинче, пахалăхлă вăрлăх çитĕнтернинче. Унсăр пуçне чи кирли, паллах, пуян опытлă кадрсем: специалистсем, механизаторсем.
Ĕçлес тĕллевлĕ çынсем ăнăçу çулĕ çине тăмалли тĕрлĕ меслет шыраççĕ, пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Агрофирмăра тăрăшакансем хăйсен тĕслĕхĕпе çакна лайăх çирĕплетеççĕ. Вĕсем малашне те аталану çулĕпе çирĕп утассинче иккĕленÿ çук.
Агрофирмăра усă куракан çĕр — 5200 гектар. 765 гектар çинче çĕрулми çитĕнтереççĕ. Унсăр пуçне агрофирма 53 гектар çинче пахча çимĕç, 2550 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, нумай çул ÿсекен курăксем 150 гектар çитĕнтерет. Ыттисем сидератлă культурăсем тата канакан çĕрсем /хура пусă/.
Хасиятулла ИДИАТУЛЛИН:
— Агрофирмăра кашни çĕр лаптăкĕ тухăçпа савăнтарать. Апла пулсассăн пурте çапла ĕçлеме тивĕç. Эпир 2018 çулта кашни гектар пуçне бюджета 6 пин тенкĕ хывнă. Пĕтĕмĕшле вара иртнĕ çул 31 млн та 400 пин тенкĕ хывнă.
Июлĕн 13-мĕшĕнче «Слава картофелю» агрофирмăра йăлана кĕнĕ уй кунĕ иртет. Хуçалăх ĕçĕпе тĕплĕнрех паллашас текен кашни çын уй кунне хутшăнма пултарать. Çак кун шăпах специалистсем çĕрулми мĕнле «çуралнипе» тата ăна элита таран мĕнле çитĕнтернипе тĕплĕн паллаштараççĕ.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *