Улатăрта – сумлă уяв

Улатăрта – сумлă уяв

Июнĕн 23-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Республика кунне халалласа ирттернĕ сумлă уява Улатăр районне çитсе килнĕ. Çак мероприятие халăх калама çук питĕ йышлăн пухăннă.
Этнографи паркĕнче чăвашсен тĕп пуянлăхне кăтартса панă. Унта савăт-сапа, кĕпе-тумтир, апат-çимĕç таврашĕ чылай вырнаçтарнă. Вырăс, мордва халăхĕсен йăли-йĕркине те чăвашсеннипе тан кăтартса панă. Палăртнă районта çак халăхсем чылайăн пурăннипе те çыхăннă пулĕ çакă. Регион ертÿçине вырăнти ăстасем хăйсен эрешĕсемпе паллаштарнă, çĕ-нĕлĕхсем пирки каласа кăтартнă, мĕн авалтан упранса пынă япаласем çинчен тĕплĕн ăнлантарса панă.
Уявра çарпа патриот воспитанийĕ парассипе çыхăннă ятарлă пысăк курав хатĕрленĕ. Тĕрлĕ пăшал, вăрçăра усă курнă хатĕрсем халăха самай кăсăклантарнă. «Ушаковецсем» çарпа патриот клубĕ пурне те хăйĕн ăсталăхĕпе паллаштарнă.
Михаил Игнатьев районта пурăнакансене ырланă, халăх питĕ пуçаруллă, район администрацийĕн ертÿлĕхĕ граждансемпе килĕштерсе, тухăçлă ĕçлесе пынине палăртнă. Вăл пурне те ырлăх-сывлăх, телей, ĕçре çитĕнÿсем тума суннă. Çĕр ĕçченĕсене, хисепе тивĕçнĕ çынсене ЧР Пуçлăхĕ патшалăх наградисене парса чысланă, çамрăк çемьесене, çурт-йĕр ыйтăвне татса пама социаллă тÿлеве тивĕçнисене сертификат парса хавхалантарнă. Чĕрчунсен тĕнчине упрассипе ĕçлекен организацие «Нива» автомашина парса чысланă.
Уява пухăннисене «Раççей çăлкуçĕсем» халăх пултарулăх ушкăнĕ хăйĕн юрри-ташшине парнеленĕ. Кăçал мероприятие Раççейри 25 регионтан хăнасем килсе çитнĕ.
Паллă кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăнасемпе пĕрле кăвак чăрăшсем лартнă, 26 йывăçран тăракан аллея Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлешĕвĕсен йышне çирĕплетет.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *