Тăванĕ пирки пĕлнĕ

Тăванĕ пирки пĕлнĕ

2018 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче «Каçал ен» хаçатра «Çĕнтерÿ ялавĕ айĕнче» статья кун çути курчĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнчи «Наследие» отряд хастарĕсем пухса хатĕрленĕ материал нумай çыншăн интереслĕ çеç мар, усăллă та пулчĕ.
Хаçат редакцине Шупашкар хулинче пурăнакан Алексей Павлович Курицын шăнкăравларĕ. Вăл чылай вăхăт хăй тăванĕ çинчен нимех те пĕлмен иккен, информаци чылай шыранă. «Çĕнтерÿ ялавĕ айĕнче» статьяра Павел Тимофеевич Манзуркин пирки тĕплĕн çырса кăтартнă. Вăл Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче çуралнă. Павел Тимофеевич Манзуркин Алексей Курицынăн куккăшĕ пулать. Шыравçăсем Павел Тимофеевич вăрçăра хăюллă та маттур пулнине çырса кăтартсан чунĕ хĕпĕртенĕ вулаканăн. Алексей Павловичăн ашшĕпе амăшĕ те вăрçă вучĕ витĕр тухнă. Нумай асап тÿснĕ вĕсем, анчах нихăçан та пуçа усман, нăйкăшса ларман. Паттăр ентешсем çинчен каласа панишĕн шыравçăсене Алексей Павлович чунтан тав тăвать, шыравра ăнăçу сунать.
«Наследие» отряд хастарĕсем Алексей Павловичпа хулара тĕл пулса калаçрĕç. Сÿтсе явмалли чылай пулчĕ вĕсен. Пулни-иртни, çемье историйĕ, аса илÿсем…. Алексей Павлович шыравçăсене хаклă парнесем — вăрçă историйĕпе çыхăннă кĕнекесем, документсемпе сăнÿкерчĕксен копийĕсене парса ячĕ. Шыравçăсем Алексей Павловича чĕререн тав тăваççĕ.
Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнчи «Наследие» отряд хастарĕсем пĕр вырăнта лармаççĕ, вĕсем яланах — шыравра.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *