Понедельник, Декабрь 9

Сухаçăсен ăмăрту

Сухаçăсен ăмăрту

Ял çыннисем мĕн авалтан лашапа ĕç выльăхĕ пек усă курнă: суха тунă, акана тухнă, тĕрлĕ япала турттарнă. Çĕр ĕçченĕн лашасăр пурнăç пулман. Акатуйра çулсеренех лашасемпе ăмăртасси йăлана кĕнĕ.
Кăçалхи Акатуйра та сухаçăсен конкурсĕ иртмелле. Унта хутшăнакансен уйăрса панă участока сухаламалла. Жюри членĕсем сухаçăсен вăхăтне, ĕç пахалăхне хак параççĕ.
Конкурса хутшăнакансен уявччен темиçе кун маларах е уяв кунхине 11 сехетчен заявка тăратмалла. 8 сехетрен пуçласа конкурса хутшăнакансен тĕ-рĕслевĕ пуçланать. Лашасене ветеринар тĕрĕсленĕ хыççăн çеç конкурса хутшăнтараççĕ. Сухаçăсен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла тата хăрушсăрлăх техникипе паллашмалла. Регистраци тума конкурсантсен паспортпа пымалла.
Çĕнтерÿçе кубок, I степеньлĕ Диплом тата хаклă парне парса чыслаççĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухакансем Дипломсене тата хаклă парнесене тивĕçеççĕ. Пур хутшăнакана та район администрацийĕн Тав хутне параççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code