Четверг, 25 апреля

Парк валли- ят 

Парк валли- ят 

Паянхи кун Комсомольски ялĕнче центрта вырнаçнă парка тирпей-илем кĕртес ĕçсем пыраççĕ. Район çыннисем ăна ят пама сĕннĕ май район администрацийĕн сайчĕ çинче сасăлав пырать. Малтанах парк валли тĕрлĕрен ятсем сĕнекенсем чылайăн пулнă, вĕсенчен çаксене суйласа илнĕ: Туслăх паркĕ, Çар мухтавĕн паркĕ, Çĕнтерÿ паркĕ, Мухтав паркĕ, Çамрăксен паркĕ.
Июнĕн 28-мĕшĕччен кашниех район администрацийĕн сайчĕ çине кĕрсе /http://komsml.cap.ru/ килĕшнĕ ятшăн сасăлама пултарать. Сасăлама васкăр, паркăн ячĕ паллă пулĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *