Пятница, 23 февраля

Каçалсем пултаруллă та ĕçчен

Каçалсем пултаруллă та ĕçчен

Республика кунĕнче чи лайăх пултарулăх программисен «Славься, Чувашия!» республика конкурсĕ иртнĕ. Конкурса Чăваш Енри районсен пултарулăх коллективĕсем, культура ĕçченĕсем хутшăннă. Унта пирĕн район чысне хÿтĕлекен пултарулăх ушкăнĕ 1-мĕш вырăна тухнă.
Конкурса хутшăнакансем районпа тĕрлĕ енлĕ паллаштарнă. Вĕсем районăн хăйне евĕрлĕхне, тĕрлĕ сферăри çитĕнĕвĕсене кăтартса панă. Каçалсем куракансене юрласа, ташласа, пултаруллă калаçса тĕлĕнтернĕ. «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ, «Кубняночка» вокал ансамблĕ, «Мишар» фольклор ансамблĕ, фитнес-аэробика федерацийĕн воспитанникĕсем, «Островок» ташă ушкăнĕ, культура, библиотека ĕçченĕсем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Каçал тăрăхĕн хастар çыннисем республика кунне тĕплĕн хатĕрленнĕ çеç мар, унта хутшăнса çĕнтерĕве алăран вĕçертмен.
Сăмахран, район пурнăçĕпе паллаштаракан кил-çурт пурин кăмăлне те кайнă. Ăна илем кÿрекенĕсем капăр тум тумланнă пуканесем пулнă. Районти алă ĕçĕн маçтăрĕсем: Луиза Носкова, Зинаида Киргизова, Гузель Миназетдинова, Алена Афанасьева пуканесене чăваш, вырăс, тутар кĕписем тăхăнтартнă. Кил-çурт кĕтесне хатĕрлекенсем — библиотека тата «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕн ĕçченĕсем.
Çĕнтерÿçĕсене Дипломпа та парнепе чысланă.
А.АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *