
Июнĕн 16-мĕшĕ Тукай ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн историри паллă пулăмпа çырăнса юлчĕ. Çак кун яла çитерекен çул çинче Тукай ялĕ тесе па- лăртса çырнă стелăсене савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Çÿллĕшĕ 5 метр ытла. Вĕсене çав тери илемлĕ туса хатĕрленĕ. Стела инçетренех курăнса ларать.
Савăнăçлă уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева, «Рассвет» ЯХПК председателĕ Михаил Афанасьев, «Агрогрупп Тав» ООО компани ертÿçи Александр Капитонов тата ял çыннисем хутшăннă.
Стела хатĕрлесе ăна вырнаçтарса лартасси çăмăл ĕç мар. Çак ĕçе пĕрле пуçтарăнса туни паха. Тукай ялĕнче пурăнакансем маттур пулнăран пысăк ĕç пурнăçланать. Акă, Сергей Никитин, Геннадий Шурбин ентешсем тăван ен хитре те тирпейлĕ пултăр тесе сахал мар тăрăшаççĕ. Вĕсем пулăшнăран ялта Аслă Отечественнăй вăр-çăра пуçĕсене хунисен ячĕпе палăк лартнă, этнокультура паркĕ хăтлăланнă, масар территорине тирпей-илем кĕртнĕ. Пурнăçламалли татах та нумай. Çуралнă тăрăх яланах илемлĕ пултăр. Инçетре пурăнсассăн та тăван ен яланах хăй патне турттăр.
/ХАМĂР ИНФ./.