Четверг, 25 апреля

Иртнĕ çулсен чĕрĕ астăвăмĕ

Иртнĕ çулсен чĕрĕ астăвăмĕ

Чăваш Республикинчи пограничниксен обществăлла организацийĕ тата Тутарстан Республикинчи Альметьевск хулинчи пограничниксен  «Пограничное братство» организацийĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра инкек тÿснисене асăнса пĕлтĕр «Брест енне» авточупу  йĕркеленĕ.

Июнĕн 17-мĕшĕнче  Екатеринбург —  Альметьевск — Киров — Йошкар-Ола — Чăваш Ен — Чулхула  — Мускав — Брест авточупу çул çине йĕркеленсе  тухнă. Чăваш пограничникĕсем тĕрлĕ районсенчен пуçтарăнса Çĕрпÿ хулинче колоннăна хутшăннă.

«Пограничное братство» организацин районти уйрăмĕнчен çак мероприятие  Геннадий Филиппов тата Николай Юманов хутшăнма тивĕçнĕ. Июнĕн 20-мĕшĕнче  чăваш пограничникĕсем Домодедово хулинче авточупу колонни çумне хутшăннă. Июнĕн 21-мĕшĕнче Брест крепоçне çитнĕ пирĕн ентешсем.

Белорусси çĕрĕнче тарават кĕтсе илнĕ аякран килнĕ хăнасене, крепоç курма ятарласа экскурси хатĕрленĕ.  Брест креп-çĕпе паллашнă вăхăтра куçĕсем шывланни çинчен  пытармасăрах каласа кăтартрĕç вĕсем. Брест крепоçĕ çинчен Смирнов хушаматлă автор çырнă чăвашла кĕнеке те музейре упраннине асăрханă пограничниксем.

Июнĕн  22-мĕшĕнче ирхине 3 сехет те 30 минутра Церемониал площадĕнче чĕрĕ чечексем хунă хыççăн çуртасем çутнă. Питĕ илемлĕ концерт программи хатĕрленĕ. Экран çинче вăрçăн  пĕрремĕш кунĕсенче паттăрлăх кăтартнă пограничниксен ячĕсем пĕрин хыççăн тепри тухса пынă вăхăтра Геннадий Филиппов Комсомольски районĕнчи пограничниксен ячĕсене асăрханă. Вĕсем 333-мĕш стрелоксен полкĕнче службăра тăнă. Гурий Павлович Беляев 1918 çулта Нĕркеç ялĕнче çуралнă, 1941 çулхи августăн 18-мĕшĕнчен пуçласа унран хыпар пулман. Василий Александрович Карсунов 1918 çулта Асанкасси ялĕнче çуралнă, вăрçăран чĕрĕ таврăннă. Алексей Илларионович Степанов 1918 çулта Шурут-Нурăс ялĕнче çуралнă,  вăрçăран чĕрĕ таврăннă. Тата  пирĕн районтан тухнă тепĕр  салтак — Алексей Прокопьев  ?ун çинчен хальлĕхе информаци çук/.

Ирхи 4 сехетре актерсем Çурçĕр хапхи умĕнче театрализациленĕ çапăçу пуçланă. Снарядсем сирпĕннĕ, çынсем аманнă. Çак хăрушă картинăна чăн пулнă пекех курма май килнĕ.

Паянхи кун Брест крепоçне Белорусси пограничникĕсем сыхлаççĕ. Авточупу  членĕсем вĕсем патĕнче те пулса курнă. Чиккĕн тепĕр енче Польша çĕрĕ çывăхранах курăнать.   Авточупăва хутшăннă ентешсем вăрçă пынă вырăнтан юнпа, тарпа, вут-çулăмпа, çилпе пиçĕхнĕ тăпрана тата кирпĕч татăкне тăван çĕре илсе çитерсе Çĕнĕ Мăратри музее яланлăхах упрама панă.

Киле килме тухсан пограничниксем çула май Хатыньре те пулса курнă. Минск облаçĕнчи Логойск районĕнчи Хатынь                ялĕнче 1943 çулхи мартăн                  2-мĕшĕнче фашистсем 149 çынна колхоз сарайне хăваласа кĕртнĕ, алăкĕсене питĕрсе хурса бензин сапса  чĕрĕллех çунтарса янă. Яла та тĕпĕ-йĕрĕпе çунтарнă. 1969 çулта çак ял пулнă вырăнта мемориал комплексĕ уçнă.

Авточупу питĕ асра юлмалла иртнĕ. Каласа хăварас килет:  «Пограничное братство» обществăлла организацин районти уйрăмĕ тĕрлĕ  мероприятисем ирттерет, çамрăксене патриотизмла воспитани парас енĕпе ĕçлет, авточупусене хутшăнать. Çак организацин ертÿçисене тав сăмахĕ çеç калама пултаратпăр, малашне те вĕсен ырă  ĕçĕсемпе паллашсах тăрар. 

П.ЗАЙЦЕВ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *