Ентешсен паттăрлăхĕ манăçми

Ентешсен паттăрлăхĕ манăçми

Аслă Отечественнăй вăрçă пĕтнĕренпе 74 çул иртнĕ пулсан та атте, Василий Иванович Архипов сак çине ларса, урине сукна тăла чĕркесе, çăпата сырса вăрçа тухса кайнă вăхăт халĕ те куç умĕнчех. 1941 çулхи раштав уйăхĕ, эпĕ ун чухне тăватă çулта çеç пулнă.

Йÿç Шăхаль ялĕнчен 125 çын вăрçа тухса кайнă. Вăл шутран пĕр хĕр Матрена Владимировна Иванова та пулнă. Вăрçă чарăнсан Йÿç Шăхаль çыннисем 60-ăн çеç тăван яла çаврăнса килнĕ. Вăрçă хирĕнче выртса юлнă салтаксен ячĕсем Павел Николаевич Зайцевăн «Астăвăм» кĕнекинче пур. Афанасий Александрович Францев, Аким Федорович Хромов хăрах урапа киле таврăнчĕç. Максим Васильевич Еремеев хăрах аллипе таврăннă. Иван Герасимович Герасимов, Иван Петрович Павлов, Василий Максимович Ефремов, Иван Васильевич Курбатин, Николай Клементьевич Зотов ĕмĕрлĕхех инвалид пулса тăнă. Çапăçури паттăрлăхшăн салтаксене орденсемпе медальсем парса хисепленĕ. Николай Максимович Козлова, Николай Клементьевич Зотова, Аким Федорович Хромова, Иван Петрович Павлова, Василий Максимович Ефремова Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсем парса чысланă. Çĕнтерÿпе таврăннă арçынсем юхăннă хуçалăха ура çине тăратма мĕн вăй  çитнĕ таран пулăшнă.

Эпĕ Аким Федорович Хромова аса илесшĕн. Йÿç Шăхаль пуçламăш шкулĕнче вĕреннĕ, пурнăç йывăррине пула вĕренĕве 6-мĕш класран пăрахма  тивнĕ. Пĕр вăхăт Литвинов ячĕпе хисепленекен колхозра ĕçленĕ. 1939—40 çулсенче Хĕрлĕ çарта пулнă. Ун хыççăн Аслă Отечественнăй вăрçа илсе кайнă.1944 çулта вăйлă аманнă, хăрах урасăр, алли те хăраххи ĕçлемен, инвалид  яла таврăннă.

1945 çулта  Первомайскинчи Госбанк уйрăмĕнче ĕçлеме пуçланă. Пĕлĕвне ÿстерес тĕлĕшпе Чăваш Госбанкĕн кантурĕнче кредит инспекторĕсем хатĕрлекен 4 уйăхлăх курсра вĕреннĕ.  Алла диплом илсен Первомайскине каялла таврăнса аслă кредит инспекторĕнче ĕçленĕ. Пĕр тапхăр Шăнкăртамри Патшалăх банкĕнче те тăрăшнă.

Колхоз правленийĕ вăрçă инвалидне Йÿç Шăхалĕнчи ĕне фермине ертсе пыма шаннă. Вăл унта 1961—1968, 1974—1976  çулсенче ĕçленĕ. Вăл вăхăтра фермăра пĕтĕм ĕçе алă  вĕççĕн тунă. Выльăх апачĕ çитмен. Нумай çул ÿсекен курăксем акман. Пĕр çул ÿсекен курăк çеç акнă. Ку пăрусем валли çеç пулнă. Ĕнесене улăмпа анчах усранă. Каярахпа куккурус тата чĕкĕнтĕр ÿстерме пуçларĕç. Вăл вăхăтра çĕршывра  план системи пулнă, çÿлтен кашни  культурăна акма план панă. Хирсене пĕрчĕллĕ тата  пăрçа йышши  культурăсем акма тăрăшнă. Тырă ытларах пуçтарса  кĕртсе патшалăх планне тултармалла пулнă. Ĕнесем валли улăм та çитмен, урăх регионсенчен улăм кÿретчĕç. Епле йывăр пулсан та  тăрăшнă. Ун чухне  кашни ĕнерен 3000 килограмм сĕт сăвакан колхозсем сахал пулнă. Йÿç Шăхаль  ферми çак кăтартăва ĕне пуçне виçĕ пин килограма çитерчĕ. Самăртма хупнă выльăхсем  талăкра /чĕрĕ виçепе/ 800—1200 грамм таран ÿт хушатчĕç.

Ферма ĕçченĕсем планран пысăкрах социализмла обязательствăсем йышăнатчĕç. Мала тухнă ĕçченсене колхоз правленийĕпе профсоюз комитечĕ парнепе чыслатчĕç.

Аким Федорович Хромова Шурут ял Совет секретарьне лартрĕç. Вăл унта 1968—1974 çулсенче  ĕçлерĕ.

Каярах вăл «Урожай» колхоз правленийĕн ревизи комиссийĕн председателĕнче тăрăшрĕ. 1983 çулта, вăрçă суранĕсене пула, тепĕр  урине те татмалла пулчĕ. Икĕ урасăр 7 çула яхăн выртрĕ. Мăшăрĕ лайăх пăхрĕ. Аким Федорович 1990 çулта пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса                            кайрĕ.

Çĕнтерÿпе таврăннă салтак-ветерансен ячĕсене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытатпăр.

Н.АРХИПОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *