Пятница, 27 января

Борис Лебедев ячĕпе турнир

Борис Лебедев ячĕпе турнир

Июнĕн 15-мĕшĕнче  Йăлмахва  ялĕнчи стадионта  Борис Геннадьевич Лебедев ячĕпе йăлана кĕнĕ спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Футбол, волейбол тата кире пуканĕ  йăтас енĕпе тупăшусем пулчĕç.

Спортсменсене Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альберт Кузьмин, тĕп судья Алексей Дмитриев, Борис Лебедевăн аппăшĕ Нина Фадеева  ăнăçу, савăк кăмăл  сунчĕç.

Йăлмахва ялĕнче пурăнакан çамрăксемпе арçынсем футболла выляса ăмăртрĕç. Вĕсем хушшинче çамрăксем палăрчĕç. Волейбол выляссинче Йăлмахва ялĕн хĕрĕсемпе хĕрарăмĕсем тупăшрĕç. Вăйăра хĕрарăмсен команди  çĕнтерчĕ. Арçынсем хушшинче — «Турхан» команда малта.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альберт  Кузьмин ăмăртăва  хутшăнакансене тата футбол вăййинче  чи ла-йăх тапăнса вылякана  — Олег Ефремова, чи лайăх сыхлакана — Максим Антонова Тав хучĕсем парса чысларĕ. Чи хаклă парнене, куçса пыракан кубока, Йăлмахва ялĕн  çамрăкĕсем илме пултарчĕç. Кире пуканĕ йăтса хĕрсенчен — Анюта Краснова, арçын ачасенчен — Андриян Яковлев, çитĕннисенчен  Петр Константинов мала тухрĕç. Вăйăсем питĕ кăсăклă, илĕртÿллĕ иртрĕç.

Уйрăмах ăмăртăва пуçарса яракансене, ăна паянхи кунччен йĕркелесе пыракансене асăнса хăварсассăн вырăнлă пулĕ. Борис Лебедев ячĕпе йĕркелекен ăмăртусем кăçалхипе 6-мĕш хут иртрĕç. Маттур ентешĕн тăванĕсем, пĕрле вĕреннисем тăрăшнипе ăмăрту йăлана кĕнĕ. Сăмахран,  Петр Константинов, Олег Кон-дратьев, Борис Геннадьевичпа пĕр класра пĕлÿ  пухнăскерсем,  ăмăртăва çÿллĕ шайра йĕркелеме тăрăшаççĕ.  Петр Николаевич Мускавра пурăнать пулин те çак кун яланах яла васкать.   Çак  тăрăхра çуралса ÿснĕ  Василий Смирнов та йĕркелÿ ĕçĕсенчен пăрăнмасть.  

— Ăмăрту кунне вара ял çыннисем, килсе çитнĕ хăнасем яланах чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вăл чăн-чăн спорт уявне çаврăнать.  Ăна Çимĕк кунĕнче, пурте тăван ене пухăннă вăхăтра йĕркелеме йăлана кĕртнĕ.  Ăмăртăва кашни çулах çÿллĕ шайра,  пысăк йышпа ирттерме тăрăшатпăр. Çакна пурнăçлама сахал мар ĕç туса ирттеретпĕр. Командăсене уйрăм формăсем, мечĕксем парнелетпĕр.  Ăмăрту пире пурне те пĕр йыша пуçтарать. Ватти-вĕтти те стадионта чупать. Тĕс-лĕхрен, ĕмĕрĕпех шкулта ĕçленĕ педагогсем — Петр Рыжов, Людмила Абусева, Алексей Дмитриев   ăмăртуран айккинче юлмаççĕ. Петр Егорович пирки калас пулсассăн вăл ачасене мĕн пĕчĕкрен спорта явăçтарса ÿстернĕ. Çав вĕренекенсен хушшинче Борис шăллăм та пулнă. Хисеплĕ педагог паянхи кун та, 70 урлă каçнă пулин те,  мечĕк тапса чупать, сывă пурнăç йĕркипе пурăнать.  Тăван тăрăхра  Борис Лебедева сума суни, ăмăртăва чылайăн пуçтарăнни савăнтарать. Вăл çеç те мар, çамрăксем, аслăраххисем спортпа туслă пулни  па-ха, — пĕтĕмлетрĕ Нина Фадеева. 

Борис  Геннадьевич Лебедев Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿснĕ. Спортпа çав тери туслă пулнă.  Вăл вылякан командăсем республика, район шайĕнчи ăмăртусене пайтах хутшăннă. Çитĕнĕвĕсем те сахал мар.  Вăл ялсем хушшинче те чылай ăмăрту ирттерме вăй çитернĕ. Хастар спортсмен пулнă вăл. 

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *