Пятница, 27 января

Çулла — хаваслă вăхăт

Çулла — хаваслă вăхăт

Çулла — чылайранпа ача-пăча кĕтнĕ каникулсемпе отпусксен, походсен хаваслă та шавлă, çав вăхăтрах хула айккинчи пикниксен вăхăчĕ. Кашни канмалли кун пиншер автомашина, автобус çĕршер çынна асфальтлă, уçă сывлăшсăр урамсенчен юханшывсемпе кÿлĕсен çыранĕсене, вăрмансемпе ращасене илсе çитерет. Шывра ишме, хĕвел питтинче хĕртĕнме, çырла-кăмпа пуçтарма, уçăлса çÿреме юратакансем тарават çутçанталăкăн хĕвел ăшшипе, çулçă пăшăлтатăвĕпе, вăрман сулхăнĕпе киленĕç. Çак ешĕл тĕнчен ырлăхĕ пĕтĕмпех этем аллинче. Çавăнпа та унпа пĕлсе усă курасчĕ, упрасчĕ ăна!
Ача-пăча пирки калас пулсан, каникул вăхăтĕнче ачан пурнăçне уйрăмах сăнаса тăмалла. Ăс-тăнпа кăмăл-сипет аталанăвне шайлаштарма тăрăшмалла. Ача кану кунне килте епле ирттерет; Паллах, ашшĕ-амăшĕн хыпăнчăк сăнĕсене яланах курни ăна савăнтармасть, çавна май унăн çывăх çыннисемпе чунри шухăшĕсене уçса калаçас, ыйтусем парас кăмăлне пусарать.
Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн пепкисен кану вăхăтне кăсăклă, асра юлакан ырă самантсем кĕртсе йĕркелемелле. Çак тĕллеве пурнăçлама вĕсене ÿсен-тăранпа, чĕрчунсемпе, илемпе пуян çутçанталăк пулăшĕ.
Килте ахаль ан ларăр, çемьепе улăх-çарана, вăрмана тухса çÿрĕр. Ачăрсен хăрушсăрлăхĕ çинчен ялан асра тытăр. Уйрăмах шыв-шур хĕрринче. Пепкĕрсене пĕр самант та куçран ан вĕçертĕр.

Т.ШЕВЕРОВА,
«Пилеш» ача сачĕн воспитателĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *