Пятница, 26 апреля

Хыт каяшсене пăрахаççĕ – укçине тÿлемеççĕ

Хыт каяшсене пăрахаççĕ – укçине тÿлемеççĕ

Тăван тавралăх илемлĕ те хитре пултăр тесе сахал мар тăрăшатпăр: субботниксем йĕркелетпĕр, йывăç-тĕм лартатпăр, чечексем акатпăр. Апла пулин те, çакă çителĕксĕртерех. Пурăнакан вырăн тирпейлĕ теме çук. Хыт каяшсене илсе тухасси те йывăррăн пурнăçланать. 2018 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ çĕнĕлĕхпе хыт каяшсене тиесе тухма республикăра ятарлă регион операторне çирĕплетнĕ. Вăл — «Экоцентр» МВК. Çак ĕçе пуçăннăранпа 8 уйăх иртрĕ пулин те йăлтах кирлĕ пек йĕркеленĕ теме иртерех.
Малтанхи вăхăтра районти хыт каяшсене Патăрьелĕнчи «Полигон» ООО турттарса тухрĕ. Çак вăхăтра калаçмалли, сÿтсе явмалли, кăмăлсăрланмалли чылай пулчĕ. Тĕрлĕ ялсенче, район центрĕнче контейнерсем çеç мар, çÿп-çап тăкмалли вырăнсем пĕтĕмпех тулса кайнине курма тÿр килчĕ. Хыт каяшсене илсе тухнăшăн тÿлемелли квитанцисене алла илекенсем мĕншĕн тÿлемелле тесе пĕрре кăна мар ыйту хускатрĕç. Чăн та çапла, çÿп-çапне тиесе тухмаççĕ, укçи-тенкине пуçтараççĕ. Кашниех лару-тăру уçăмланасса, ĕç йĕркеленсе каясса кĕтрĕ. «Экоцентр» МВК та ĕç-пуçа кирлĕ пек йĕркелесе яма пĕрре кăна мар шантарчĕ. Паянхи кун хыт каяш тиесе тухасси тата контейнерсене вăхăтра пушатасси малтанхинчен лайăхрах пурнăçланать. Çакна ял çыннисем те çирĕплетеççĕ. Ĕçе мĕнле йĕркелеме май çитернипе паллаштарма вара «Экоцентр» МВК регион операторĕн районти представителĕнчен Юлия Германовна Ананьевăран ыйтрăмăр.
— Палăртса хăвартăмăр ĕнтĕ, малтанах район территорийĕнчен хыт каяшсене Патăрьелĕнчи «Полигон» ООО турттарса тăчĕ. Анчах та вăл ĕçленĕ чухне кăмăлсăрланмалли чылай самант пулчĕ. Июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа хыт каяша «Чистый город» ООО турттарать. Хальлĕхе çак организаци аван ĕçлет тесе палăртас килет. Районти ялсенче хыт каяш турттаракан 2 машина ĕçлет. Вĕсем ĕлкĕреймен чухне организаци тепĕр машина та уйăрать, — палăртрĕ Юлия Герма- новна.
«Чистый город» ООО патне ыйтусем сиксе тухсан, организацин районти представителĕ — Петр Силивестров — кашнин çине хурав пама хатĕр. Вăл çынсене «Уют» суту-илÿ çуртĕнче йышăнать.
Район çыннисене калаçтаракан тепĕр ыйту хыт каяша турттарса тухнăшăн тÿлемелли укçапа çыхăннă. Чылайăшне квитанцие Перекет банкĕ е почта уйрăмĕ урлă тÿленĕ чухне комисси тÿлемелли кăмăлсăрлантарать. Юлия Германовна комиссисĕр тÿлемелли май пурри çинчен те каларĕ. Енчен те тÿрех «Экоцентр» МВКн вырăнти уйрăмĕ вырнаçнă çĕре пырса тÿлесен, комисси илмеççĕ. Аса илтеретпĕр, вăл çак адреспа вырнаçнă: Комсомольски ялĕ, Куйбышев урамĕ, 15-мĕш çурт, 2-мĕш хут.
— Хыт каяша турттарса тухас ĕçе тивĕçлипе йĕркелеме тăрăшатпăр-ха. Кашни ялтах контейнерсене вăхăтра пушатма тăрăшаççĕ. Апла пулин те, ял çыннисем чылай чухне çакăншăн тÿлемелли пирки манаççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, хальлĕхе ук-çа-тенкĕ тÿлесси 40 процентпа çеç танлашать. Кÿршĕ районсенче кăтартусем лайăхрах. Район çыннисем пĕтĕм яваплăха туйса малашне квитанцисене вăхăтра тÿлессе шанас килет. Унсăрăн суд урлă шыраса илме тивĕ, — паллаштарчĕ лару-тăрупа Ю.Ананьева.
Палăртса хăварас килет: енчен те хыт каяшшăн çур çул тăршшĕ тÿлемесен, регионаллă оператор суда пама пултарать. Кун пек тĕслĕхсем Канаш тата Патăрьел районĕсенче пулнă.
Пĕтĕмлетсе çакна калас килет: хыт каяша турттарса тухас енĕпе чылай пăшăрхантаракан ыйту пулчĕ пулсан та, вĕсене вăхăтра татса пама, ĕçе кирлĕ шайра йĕркелеме тăрăшаççĕ. Енчен те татах ыйтусем пур пулсан — Юлия Германовна вĕсем çине хурав пама яланах хатĕр.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *