Понедельник, 14 октября

Пахчаçăсене пĕлсе тăма

Пахчаçăсене пĕлсе тăма

Помидор çитĕнекен теплицăна фитофтор кĕресрен хăшĕ-пĕрисем форточкăпа юнашар пăккине уçнă йод кĕленчи çакса яраççĕ. Кĕркуннечченех 2—3 эрнере пĕр хут кефир хушнă шывпа сирпĕтеççĕ: 5—7 л шыва 1 л.
Хăярăн 3—4 çулçи тухсанах пĕр витре шыва 30 тумлам йод, 20 г хуçалăх супăнĕ тата 1 л сĕт хушса шăварсан чир-чĕр çулăхмĕ, çавăн пекех ку апатлантарни те пулĕ.
Хăяр чечеке ларсан 10 л шывра 2 л тăпăрчă шывĕ тата 150 г сахăр ирĕлтерсе шăварсан аван. Çимĕç тĕвви нумайланĕ. Хăяр пылакрах пулĕ.
Хăяра июльте кашни 2 эрнерен çакнашкал шĕвекпе апатлантарсан аван: хытса кайнă çăкăр хыттисене 10 л шывра шÿтерсе лартмалла, 1 пĕчĕкçĕ кĕленче йод хушмалла, сăрăхтармалла. Çак шĕвеке 10 л шыва 1 л хушса хăярсене сирпĕтмелле.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *