Суббота, 20 апреля

Конкурсра палăрнă

Конкурсра палăрнă

Кăçал «Парксен маршĕ» акципе килĕшÿллĕн Тискер çутçанталăка сыхлакан центр ачасем хушшинче «Хĕрлĕ кĕнеке страницисем» конкурс йĕркеленĕ. Çамрăк ÿнер-çĕсем Чăваш Республикин е Раççейĕн Хĕрлĕ кĕнекисене кĕрекен чĕрчунсемпе ÿсентăрансене сăнланă. Унсăр пуçне ачасем мĕншĕн шăпах вĕсене конкурс ĕçĕ валли суйланине, çак чĕрчунсемпе ÿсентăрансем мĕнле хăрушлăхра пулнине кĕскен çырса панă.
Республика тапхăрне регионăн 3 хулипе 10 районĕнчен 120 ĕç килнĕ. Вĕсене хак панă чухне ачасем ĕçе хăйсем тĕллĕн ха-тĕрлени, ĕç темăпа килĕшсе тăни, ÿкерчĕк пахалăхĕ çине тимлĕх уйăрнă. Конкурса 3 ÿсĕмре пĕтĕмлетнĕ. Чи лайăх 15 ĕçе Мускаври Тискер çутçанталăка сыхлакан центра конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнма ярса панă.
Çулсерен «Парксен маршĕ» акцин çĕнĕ девизне шутласа кăларакансем хушшинче те конкурс иртет. Жюри ĕçсене пăхса тухса конкурс лауреачĕсене палăртнă. Вĕсем хушшинче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакансем: Аида Шарафутдинова, Виктория Долгова, Максим Романов, Дмитрий Алексеев, Адина Гибатдинова. Вĕсем П.В.Родионов тата Т.Г.Лапшина вĕрентекенсем ертсе пынипе хăйсен ĕçĕсене хатĕрленĕ.
П.РОДИОНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *