Суббота, 20 апреля

Вăрманшăн тус пулар

Вăрманшăн тус пулар

Çанталăк ăшăтнă май республика территорийĕнчи вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх ÿсет. Çавăнпа пурин те вăрмансенче çÿренĕ чухне питĕ тимлĕ пулмалла, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнмалла, йывăçсем хушшинче кăвайт чĕртмелле мар.
Вăрманта çÿренĕ чухне ятарлă йĕркесене пăхăнмалла. Акă, сăмахран, вăрманта нихăçан та кăшкăрашса, тĕл пулнă чĕрчунсене хăратса çÿремелле мар. Вĕçен кайăксен йăвисене тупсан вĕсене тĕкĕнме юрамасть. Унсăрăн кайăк йăвине пăрахса каять те, чĕпписем вилеççĕ. Йăваран тухса ÿкнĕ чĕпсене киле илсе ан кайăр, вĕсем пурпĕр килте пурăнаймаççĕ. Вăрманта вара вĕсем хăйсене килти пек туяççĕ. Унта вĕсен сывă юлас шанчăк пысăкрах.
Йывăçсене хуçма, хурăн хуппине сÿме юрамасть. Унсăрăн çак йывăçсем йывăр сиенленме е хăрса ларма пултараççĕ. Енчен те эсир эмел курăкĕсем пуçтаратăр пулсан, вĕсене тĕпĕ-йĕрĕпех ан тăпăлтарăр, йĕркене пăхăнса курăкăн кирлĕ пайĕсене çеç пуçтарăр.
Вăрманта çÿренĕ чухне час-часах кăткă тĕммисем тĕл пулаççĕ. Вĕсене çĕмĕрмелле мар, мĕншĕн тесен кăткăсем вăрман санитарĕсем шутланаççĕ. Вĕсем вăрмана чылай усă кÿреççĕ.
Иртсе пынă чухне наркăмăшлă кăмпасене тапса, таптаса хăвармалла мар. Вăрманта пурăнакан тĕрлĕ чĕрчунсем вĕсемпе сипленме усă кураççĕ. Асра тытмалла: вăрманти кашни чечек-курăк, кашни чĕрчун, хурт-кăпшанкă питĕ кирлĕ. Вĕсем çутçанталăкăн уйăрми пайĕсем. Кăпшанкăн пĕр тĕсĕ çĕр пичĕ çинчен çухални ытти чĕрĕ организмсем çине те витĕм кÿрет, мĕншĕн тесен çутçанталăкра пурте пĕр-пĕринпе çыхăнса тăраççĕ.
Вăрман уçланкисенче çÿп-çап пăрахса хăвармалла маррине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Хĕвел çинче хĕрсе выртакан хут татăкĕнчен е кĕленче ванчăкĕнчен пушар тухма пултарать. Целлофан тата полиэтилен чылай вăхăт çĕрмесĕр выртаççĕ. Çапла вĕсем ÿсентăрансене ÿсме чăрмантараççĕ. Чĕрчунсем целлофан татăкне çăтса ярса вилме те пултараççĕ. Пăрахса хăварнă консерв банки чĕрчунсене амантас е капкăн пулса тăрас хăрушлăх кăларса тăратать. Вăрман варринче вырнаçнă кÿлĕсемпе юханшывсене те ан варалăр.
Тепре килнĕ çĕре вăрман сире тасалăхпа, сиплĕ сывлăшпа кĕтсе илтĕр тесен, паллах, çак йĕркесене асра тытмалла, вĕсене пăхăнмалла.
Енчен те вăрманта пушар тухнине асăрхарăр пулсан, Шăмăршă лесничествине — 8/83546/2-35-81 номерпе, пушар хуралне — 01 е 112, 101 номерсемпе, «Вăрман хуралĕ» хысна учрежденийĕн диспетчер пунктне — 8/8352/ 40-24-00 номерпе е вăрман хуралĕн тÿрĕ линийĕ çине — 8-800-100-94-00 номерпе шăнкăравлама ыйтатпăр.
М.АЗИЗОВ,
Шăмăршă лесничествин вăрман сыхлавĕн инженерĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *