Хресчен çуракине вĕçлерĕ — хаваслă Сабантуй кĕрлерĕ

Хресчен çуракине вĕçлерĕ — хаваслă Сабантуй кĕрлерĕ

Çурхи ака ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн тутар халăхĕ çулсерен Сабантуй уявне ирттерет, унта юрласа-ташласа савăнать. Кăçал Урмаелĕнче республика шайĕнчи уяв иртрĕ. Сабантуя Тутарстанри Алькеево районĕнчен артистсемпе кĕрешÿçĕсем килсе çитрĕç.

Сабантуя тĕрлĕ çĕртен хаклă хăнасем пуçтарăнчĕç. Чи малтанах район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин çĕр ĕçĕсене  ăнăçлăн вĕçленĕ ятпа пурне те саламларĕ, уявра тулли кăмăлпа савăнма сунчĕ. Тутарсен Чăваш Республикинчи наципе культура автономийĕн ертÿçи Ферит Гибатдинов, тутарсен Шупашкарти наципе культура автономийĕн ертÿçи Хайдяр Сафиуллин, Шупашкарти халăхсен туслăх çурчĕн директорĕ Алексей Иванов тата ытти хаклă хăнасем уяв ячĕпе саламлă сăмахсем каларĕç. Сабантуйăн тĕп спонсорĕ — «Чувашторгтехника» АОн ертÿçи Наиль Хайрутдинов  та — уява хаваслă ирттерме, чун каниччен савăнма сунчĕ.

Тутарсен Чăваш Республикинчи наципе культура автономийĕн ертÿçи Ферит Гибатдинов Урмаел ял поселенийĕн пуçлăхне Минзаит Зайнуллина Тав çырăвĕпе чысларĕ. Ял поселенийĕн обществăлла пурнăçне активлăн хутшăнакансем — Гельфизер Диаровăпа Фанис Иштяков Хисеп грамотине тивĕçрĕç.

Сабантуйри чи кĕтнĕ самант — тутар халăх кĕрешĕвĕ. Вăл кăçал уйрăмах асра юлмалла иртрĕ. Вырăнти спортсменсем Патăрьел районĕнчи  Шăнкăртамран тата Тутарстанран килсе çитнĕ кĕрешÿçĕсемпе çĕнтерÿшĕн тупăшрĕç, куракансем вĕсене хавхалантарса тăчĕç. Абсолютлă чемпион ятне Алькеево районĕнчен килнĕ Рамис Миндубаев тивĕçрĕ. Вăл уявăн чи хаклă парнисен — такан тата телевизорăн — хуçи пулса тăчĕ, çавăн пекех укçан парнене тивĕçрĕ. Шăнкăртамран килнĕ Ранис Кардонов — иккĕмĕш, Алькеево районĕнчен килнĕ Ильназ Мордеев виççĕмĕш пулчĕç. Вĕсене укçан парнепе чысларĕç.

Çавăн пекех пуçтарăннисем тата ытти спорт ăмăртăвĕсене те хутшăнчĕç, вăйăсенче тупăшрĕç. Кĕвентепе, михĕпе, çăмартапа чупасси, михĕсемпе кĕрешесси, алă вăйне виçесси тата ытти те питĕ хаваслăн иртрĕç, çĕнтерÿçĕсем парнесене тивĕçрĕç.

Артистсен концерт программи питĕ пуян пулчĕ, пурне те савăк кăмăл парнелерĕ.

Г.ГИНАТУЛЛИНА.  

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *