Фельдшерăн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ

Фельдшерăн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ

Хирти Выçлири фельдшерпа акушер пункчĕн ертÿçи Алевтина Гордеева вăхăтне шеллемесĕр, çанталăка пăхмасăр чирлисем патне пулăшу пама васкать. Вăл 1990 çулта Канашри медицина училищине пĕтернĕ. Тин вĕренсе тухнă çамрăк специалиста направленипе тăван тăрăха ĕçлеме янă.
Акă мĕн каласа парать Алевтина Михайловна хăйĕн ĕçĕ çинчен:
— Эпĕ хамăн профессине питĕ юрататăп. Ял çинче пĕтĕм чуна памасăр ĕçлеме çук, унсăрăн шанăçа çухатма пулать. Ял çынни — харсăр, шуçăмпа пĕрлех вăранать. Паци-ентсем хăш чухне хамăртан та иртерех çитсе тăраççĕ. Пĕрин юн пусăмне тĕрĕслемелле, теприне укол е прививка тумалла. Мĕн тĕрлĕ ĕç кĕтмест пулĕ пире кун каçипе?
Фельдшер пĕлтернĕ тăрăх, халăхăн сывлăхне массăллă тĕрĕслесси яланах тĕп вырăнта тăнă. Маларахри çулсенче çак ĕç хальхи пек анлă пулман пулсан, 2013 çулта диспансеризаци кĕртнĕ. Вăл йывăр чирсене малтанхи тапхăрта палăртма, вĕсем аталанассинчен сыхланма май парать. Çавăнпа фельдшер пункчĕсенче ĕçлекенсем тÿлевсĕр диагностика витĕр тухма пурне те сĕнеççĕ. Грипп ересрен сыхланмалли прививкăна та сезонпа килĕшÿллĕн тăваççĕ.
Унсăр пуçне фельдшерăн вырăнпа выртакансем патне те кунсерен çитме тăрăшмалла, вĕсене сăнасах тăмалла. Усал шыçăпа аптракансене уйрăмах тимлемелле: анализсем вăхăтра панă-и, тĕрлĕ специалист патне кайса килнĕ-и?
— Пирĕн профессире укол туни çеç çителĕксĕр. Чи кирли — пациента тимлени, ăна итлени. Тепĕр чухне психолог та пулма тивет. Пĕччен пурăнакан ватăсем уйрăмах сăмахлама кăмăллаççĕ. Чир-чĕре çеç мар, политикăна та сÿтсе яватпăр. Пĕтĕм ыйту валли хурав тупма пĕлмелле пирĕн, — тет Алевтина Михайловна.

И.КОРНИЛОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *