Профессие чун туртнипе суйланă

Профессие чун туртнипе суйланă

Врач, медицина сестрин профессине çынсем чун туртнипе, кăмăла кайнипе суйлаççĕ. Шăпах асăннă ĕçре тăрăшакансем кирек хăш вăхăтра та ыттисене пулăшма яланах хатĕр. Ирхине-и, каçхине-и, канмалли кун-и — шурă халатлă ĕçчен юратнă ĕçе пурнăçлать.
Акă, районти тĕп больницăра тăрăшакан Эльвира Ильдусовна Ятманова терапевт та кулленех çынсене тивĕçлĕ пулăшу кÿрес тесе ĕçе васкать. Çамрăк специалист шаннă ĕçре 2 çул ытларах çеç пулин те, паха опыт пухма ĕлкĕрнĕ вăл. Александровка, Луцки, Çĕнĕ Сĕнтĕр, Кивĕ Сĕнтĕр, Хырай Ĕнел, Дубовка ялĕсенче пурăнакан кашни пациент çывăх уншăн. Çамрăк тухтăра çак участока çирĕплетсе панă. Участокри çынсене çеç мар, ыттисене те сиплет вăл. Сăмахран, çак кунсенче вăл Комсомольскинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче пациентсене йышăнать. Тухтăра Алсу Сенатулловна Смирнова медицина сестри пулăшать. Вăл медицинăра 20 çула яхăн тăрăшать. Тĕп больницăра хăйĕн ĕç стажне пуçланă та паянхи кунчченех юратнă ĕçре вăл. Маттур ĕçченсем пациентсемпе яланах ăшшăн калаçаççĕ, кирлĕ эмелсем çырса параççĕ.
— Пирĕн ĕçре эмелпе сиплени çеç мар, ăшшăн калаçни, сĕнÿ-канаш пани паха, — терĕ чылай çул тăрăшакан Алсу Сенатулловна.

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *