Компенсаци илме васкăр

Компенсаци илме васкăр

Апрелĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республики аналоглă телекурав çинчен цифрăлли çине ăнăçлăн куçрĕ. Республикăра сахал тупăшлă çемьесемпе пĕччен пурăнакан граждансене, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене цифра телекуравĕ çине куçмалли хатĕр-хĕтĕре туянма ятарлă пулăшу мерисем ĕçлеççĕ.
Компенсаци илес тесен августăн 1-мĕшĕччен районти социаллă хÿтлĕх пайне пырса çакна валли заявлени çырмалла. Çавăн пекех паспорт копине, ача çуралнине ĕнентерекен хутăн копине /14 çул тултарман ачасем валли/, юлашки 3 уйăхри тупăша çирĕплетекен документа, цифра телекуравĕ валли туяннă хатĕр-хĕтĕрĕн докуменчĕсен копине, çак хатĕр-хĕтĕре туянма мĕн чухлĕ тăкакланине çирĕплетекен тÿлев докуменчĕсен копине илсе пымалла.
Компенсацие пĕлтĕрхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи июлĕн 31-мĕшĕччен туяннă хатĕр-хĕтĕршĕн пĕр хутчен параççĕ. Енчен те эсир цифра телекуравĕн зонине кĕретĕр пулсан, компенсацин чи пысăк виçи 1750 тенкĕпе танлашать. Сигнал йышăнакан зонăна кĕмен вырăнта пурăнакансем 6500 тенкĕ таран илме пултараççĕ.
Июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне 318 çын çак пулăшупа усă курнă, вĕсене пурĕ 485,7 пин тенкĕлĕх компенсаци тÿленĕ. Кăçал пурĕ çак тĕллевпе 9,8 миллион тенкĕ уйăрнă.
И.НИКИТИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *