Пятница, 26 апреля

Вĕренекенсене – паспорт

Вĕренекенсене – паспорт

Иртнĕ эрнере Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан 14 çул тултарнă çамрăксем пурнăçри чи паллă документа — паспорта — алла илчĕç. Çак ятпа вĕсене район администрацийĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен уйрăмĕн заведующийĕ Любовь Пушкина саламларĕ. Паспорт — пурнăçри чи кирлĕ документ иккенне тата ăна çав тери типтерлĕ тытмалли çинчен аса илтерсе хăварчĕ. ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ Ольга Федотова, тĕп библиотека директорĕ Инна Ядрова вĕренекенсене, ашшĕ-амăшĕсене паспорт илнĕ ятпа саламларĕç.
— Алла паспорт илнĕ кун — пурнăçри чи паллă кун. Халĕ эсир Раççей Федерацийĕн гражданинĕсем. Апла пулсассăн сирĕн яваплăх ÿсет. Пурнăçра тÿрĕ кăмăллă, маттур, хастар, ĕçчен пулăр, — терĕ Ольга Витальевна.
Паспорта алла илнисем: Карина Максимова, Вика Горбунова, Юля Плешкова, Настя Егорова, Валерия Ефремова, Рома Козлов, Диана Варламова малашне татах та тăрăшуллăрах вĕренме, пурнăçра мал ĕмĕтлĕ пулма сăмах пачĕç.
Асăннă мероприяти районта пĕрремĕш мар. Ăна час-часах йĕркелессине район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ, ЗАГС уйрăмĕ, тĕп библиотека йăлана кĕртнĕ.

А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *