Четверг, 25 апреля

Чи ăнăçлă регион хушшинче

Чи ăнăçлă регион хушшинче

Июнь уйăхĕн 7-мĕшĕнче Санкт-Петербургра Пĕтĕм тĕнчери халăхсем хушшинчи экономика форумĕнче Стратегиллĕ пуçарусен агентстви Раççей регионĕсенче 2019 çулта инвестици климатне лайăхлатассипе епле ĕçленине хакланă.
Рейтингра пирĕн Чăваш Республики чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан 20 регион шутне кĕнĕ. Кăçал республика 11-мĕш вырăна тухнă.
Стратегиллĕ пуçарусен агентствин генеральнăй директорĕ Светлана Чупшева хăйĕн сăмахĕнче Раççейри мĕн пур субъектсем çитĕнÿсемпе ĕçленине палăртнă.
«Регионсем хушшинче çав тери вăйлă тупăшу пырать. Енчен те маларахри кăтартусене упраса хăварас тесессĕн, вăтамран 4 балл çÿлелле çĕкленмелле пулнă», — тесе хыпарланă вăл. «Кăçал чи лайăх ĕçлесе пыракан 20 регион шутне кĕме çав тери йывăр условисем хатĕрленĕ. Пĕлтĕрхинчен самай лайăхрах ĕçлемелле пулнă. Енчен те кăçал 20-рен те иртсе кайнă вырăнсене йышăннисем, 2008 çулсенче чи лайăх ĕçлесе пыракан 10 субъект йышĕнче пулнă пулĕччĕç», — тенĕ Светлана Чупшева.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев малта пыракан регионсем хушшинче тăма çав тери сумлă пулнине асăннă, апла пулсан, ÿлĕмрен те çине тăрсах тăрăшса, тухăçлă ĕçлемеллине палăртнă.
«Эпир 3 позици аяла аннă. Маларахри çулта 8-мĕш вырăна тухнă. Апла пулсан, кăçал ытти регионсем хăйсен пысăк çитĕнĕвĕсемпе пирĕнтен кăштах иртнĕ. Çирĕп конкуренцире çÿлти вырăна йышăнса хăварма çав тери йывăр. Пуласлăх пирĕн пысăк, пĕрле тăрăшсан тата та ÿсĕмсем пуласси куçкĕретех», — тенĕ регион Пуçлăхĕ.
Предпринимательлĕх пайĕнче вăй хуракансене республикăри инвестици илĕртÿлĕхне пысăка хурса хакланăшăн тав тунă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.
Пысăк çитĕнÿсемпе палăртăмăр тесе лăпланса лармалла мар, малалла ăнтăлмалла. Бизнесра вăй хуракансем валли тата та чаплăрах условисем йĕркелемелле. Чăрмавсем пулмасан, пĕрле тухăçлă тăрăшсан — ĕç те малаллах каять, кун пирки пурин те лайăх ăнланмалла.
Чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан 20 регион шутне Атăлçи федераци округĕнчен тепĕр виçĕ субъект кĕнĕ: Тутарстан — 2-мĕш, Чĕмпĕр облаçĕ — 10-мĕш, Пушкăртстан Республики 16-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ. «Атăлçи регионĕсем пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлеççĕ, паха ĕç опычĕсене тĕпе хурса пыма тăрăшаççĕ», — палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *