Вторник, 23 апреля

Уй-хирте

Уй-хирте

Çу кунĕсенче çĕр ĕçченĕн канса ларма вăхăт çукки каламасăрах паллă. Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, колхозсенче, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче тăрăшакансем хĕрсех утă çинче тар тăкаççĕ.
Паянхи кун тĕлне пурĕ 895 гектар çинче ÿсекен курăка çулнă. Хуçалăхсем хальлĕхе 385 тонна утă хатĕрленĕ. Çав шутра «Родина» фермер хуçалăхĕнче — 150 тонна, «Труд» ЯХПКра — 130 тонна, «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕнче — 50 тонна, «Искра» колхозра — 25 тонна, Васильевăн фермер хуçалăхĕнче — 20 тонна, Хайртдиновăн фермер хуçалăхĕнче 10 тонна утă хатĕр те ĕнтĕ.
«Рассвет» ЯХПКра 65 тонна сенаж янтăланă, «Дубовка» тата «Слава картофелю» ОООсем те ку ĕçе пикеннĕ.
Çавăн пекех çĕрулми йăранĕсене хăпартас ĕç малалла пырать. Пурĕ ăна 624 гектар çинче пурнăçланă.
9507 гектар çинче çитĕнекен культурăсене гербицид сапнă, 5062 гектар çинчи культурăсене сиенçĕсенчен имçамланă.
А.СВЕКЛОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *