Четверг, 18 апреля

Район çамрăкĕсем «МолГород — 2019» форумра

Район çамрăкĕсем «МолГород —  2019» форумра

Июнь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикинче «МолГород — 2019» çамрăксен форумĕ уçăлнă. Кăçалхипе çак мероприяти вунпĕрмĕш хут иртет.
Форума пухăннисене, çамрăк яш-кĕрĕме чи малтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă:
«Сире пурне те пурнăçри çулăра тупас, хăвăра туллин кăтартас, Тăван çĕршыва усă кÿрес ĕмĕт-тĕллев пĕрлештерсе тăрать. Атăл хĕрринче ирттерекен кунсем сирĕн асăрта нумайлăха юлĕç. Форум вăхăтĕнче эсир бизнесра ăнăçу тăвакансемпе, политика тата общество деятелĕсемпе, тĕрлĕ сферăри специалистсемпе тĕл пулатăр. Пĕр-пĕринпе хутшăнса туслă çыхăнусем йĕркелетĕр. Çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ, ку вăл сире малашне те кирлĕ пулĕ. Кунта пухнă пĕлÿпе, опытпа практикăра усă курсан эсир ăнăçлă çынсем пулма пултаратăр», — тенĕ Михаил Игнатьев.
Михаил Игнатьев çамрăксемпе уçă калаçу ирттернĕ, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă.
Йĕркелÿçĕсем палăртнă тăрăх — кăçалхи программа кăсăклă пулăмсемпе пуян. «МолГорода» хутшăнакансен пушă вăхăт пĕрре те çук, зарядка, ирхи апат, лекцисем, мастер-классем, спорт ăмăртăвĕсем тата ытти те. Палатка лагерьне кашни кунах экономика, политика, журналистика, волонтерлăх тытăмĕнчи экспертсем, тĕрлĕ шайри депутатсем, бизнесменсем килеççĕ.
Паллă пулăма 800 ытла çын хутшăнать, кашни кун вĕсем тĕрлĕ мероприятисенче пулĕç. Хăнасемпе экспертсене пĕрле шутласан вара халăх шучĕ 1500- тен те иртет. Çамрăксен форумне Комсомольски районĕн хастарĕсем те хутшăнаççĕ. Пурĕ 5 пултаруллă çамрăк: район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн инструктор-методисчĕ Снежана Ласточкина, Татьяна Матросова, Марта Евдокимова, Мария Жирнова /Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем/, Эльмира Хайртдинова /»Радуга» ача сачĕн воспитателĕ/.

Аса илтеретпĕр, МолГород кăçал çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕччен пырать. Ăна регионта 2009 çулта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçарăвне тĕпе хурса йĕркеленĕ. Кăçал форума Чăваш Енĕн тĕп хули — Шупашкар — 550 çул çитнине халалланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *