Иртнĕ эрнере Чăвашпотребсоюз, Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви, ЧР Журналистсен союзĕ йĕркеленипе Йĕпреç районĕнче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансен семинар-канашлăвĕ иртрĕ.
Йĕпреç районĕнче потребительсен обществисем иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче ялсенче йĕркеленнĕ. Каярахпа вĕсем райпона пĕрлешнĕ.
Хальхи вăхăтра Йĕпреç райповĕн ĕçĕ-хĕлĕ анлă, суту-илÿ, общество апатланăвĕ, производство, йăла ыйтăвĕ, хатĕрлев ĕçĕ çирĕп никĕс çинче. Райпо 303 кооператора пĕрлештерсе тăрать.
Конкуренци çивĕчленнине пăхмасăр райпо суту-илĕве аталантарсах пырать. Унăн 46 лавкки 14,1 пин çынна тивĕçтерет. Çав шутра 67,6 проценчĕ ялта пурăнать. Райпо предприятийĕсенче çăкăр-булка, кондитер изделийĕсем пĕçереççĕ, аш-какайран çурма фабрикатсем хатĕрлесе кăлараççĕ. Хатĕрлев кантурĕ «Уй-хиртен — сентре çине» мелпе ĕçлесе пырать. Пурĕ 9 чĕртавар хатĕрлет.
Массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансем райпон суту-илÿ комплексĕпе, медицина, ветеринари аптекисемпе, çурма фабрикатсен, пулă цехĕсемпе, хатĕрлев пункчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Йĕпреçри çăкăр заводĕнче техĕмлĕ çимĕçе тутанса пăхрĕç. Ку тăрăхра уçă вырăнта йĕркеленĕ этнографи музейĕ те вĕсене кăсăклантарчĕ. Унта ĕлĕкхи чăвашсен çурчĕсене вырнаçтарнă.
Семинарта «çавра сĕтел» те иртрĕ. Унта çивĕч ыйтусене хускатрĕç, малта пыракансен опычĕсемпе паллаштарчĕç. Йĕпреç тăрăхĕнче курса тĕлĕнмелли, вĕсен опычĕпе паллашмалли пайтах.
А.МАРИЯН.