Вторник, 7 февраля

Алимент тÿле те – лăпкă çывăр

Хальхи вăхăтра çемье арканнă тĕслĕхсем чылай пулаççĕ. Кун пек чухне сайра-хутра çеç мăшăрсем ачана усрама уйăхсерен памалли укçан калăпăшĕ çинчен пĕр-пĕринпе тавлашмасăр килĕшÿ тăваççĕ. Чылай чухне ĕнерхи упăшкипе арăмĕ алиментсен калăпăшне палăртаймасăр чылай вăрçăнаççĕ. Çавна май алимент тÿлессинчен пăрăнса çÿрекенсене суд приставĕсем урлă шыраççĕ, вĕсене хăйсен тĕпренчĕкĕсем валли укçа-тенкĕ уйăрма хистеççĕ. Районта ку енĕпе ĕçсем мĕнле пынипе пире Чăваш Республикинчи Суд приставĕсен федераллă службин Комсомольскинчи уйрăмĕн начальникĕ Гелия Юнусова паллаштарчĕ.
— Йăлана кĕнĕ тăрăх, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун умĕн Раççейĕпех «Суд приставĕсем — ачасем валли» акци иртет. Ун вăхăтĕнче алимент шыраса илесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пирĕн районта алимент шыраса илес ĕç мĕнле пулса пырать-ши?
— Паллах, ку енĕпе ĕçлесси пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен çакăн пек ĕçсем ачасен интересĕсене пырса тивеççĕ. Кăçалхи 4 уйăхри пĕтĕмлетÿсем тăрăх, Суд приставĕсен федераллă службин Комсомольскинчи уйрăмĕнче алимент шыраса илессипе çыхăннă 71 исполнительлĕ хут пулнă.
— Вăхăтра алимент тÿлеймен парăмçăн вăтам портречĕ мĕнлерех-ши?
— Çакăн пек парăмçăсен йышĕнче пĕрремĕш вырăнта — 20–30 çулсенчи арçынсем. Вĕсенчен 58 проценчĕ официаллă майпа ĕçлет, ĕç укçи илет. Иккĕмĕш вырăнта — 30—40 çулсенчи арçынсем. Çак йышра 40 проценчĕ çеç официаллă майпа тупăш илет. Пирĕн районта алимент тÿлемен пĕр пенсионер та пур.
Шел пулин те, статистика тăрăх, алимент тÿлеменнисем хушшинче çулсерен хĕрарăмсен йышĕ ÿсет. Енчен те 10 çул каялла çакăн пек исполнительлĕ хутсем çинче хĕрарăм хушамачĕсем питĕ сайра тĕл пулнă пулсан, халĕ алимент тÿлемен кашни 20-мĕш парăмçă — хĕрарăм. Вĕсенчен ытларахăшĕ — 30—40 çулсенче. Çак категорири хĕрарăмсем ытларах чухне ĕçлемеççĕ, хăйсене йĕркесĕр тытаççĕ, чылайăшне амăшĕн правинчен те хăтарнă.
— Район тăрăх пăхас пулсан, тĕрлĕ ял тăрăхĕсенче лару-тăру мĕнлерех?
– Чи нумай парăмçă Комсомольски, Аслă Çĕрпÿел, Элпуç ял тăрăхĕсенче пурăнать. Чи лайăх лару-тăру — Асанкасси тата Урмаел ял тăрăхĕсенче. Алимент парăмĕсен вăтам сумми 170 пин тенкĕпе танлашать.
— Алимент шыраса илес ĕçре мĕнле мелсем, Сирĕн шутпа, витĕмлĕрех?
— Пирĕн парăмçăсем тĕрлĕрен: хăшĕ машинăсăр ниçта та тухмасть, хăшĕ лавккана эрех илме çеç танкăлтатать. Çавăнпа та кашни мел хăйне май витĕмлĕ тесе шутлатăп. Хальхи вăхăтра 5 парăмçа Раççей чикки урлă каçма чарнă. Ятарлă правăпа усă курма чаракан мел те питĕ пулăшать. Унччен хăшпĕр парăмçăсем алимент тÿлеме укçа çук тенĕ, çав вăхăтрах автомашина туянса урăх çын çине регистрациленĕ те çăмăллăнах ярăнса çÿренĕ. Халĕ çакăн пек май çук, мĕншĕн тесен приставсем водитель правине туртса илееççĕ. Пирĕн практикăра водитель правине илессипе хăратнă хыççăн 150 пин тенкĕ таран парăма тÿрех тÿлесе татнисем те пулнă. Кăçалхи майăн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕм парăма тÿлесе татиччен водитель правипе усă курма чарнă парăмçăсем районта 30-ăн пулнă.
— Алимент тÿлеменшĕн мĕнле яваплăх кĕтет;
— Саккун тăрăх административлă майпа çеç мар, уголовлă майпа та явап тыттарма пулать. Чи малтанах РФ Административлă кодексĕн 5.35.1 статйипе административлă явап тыттараççĕ. Енчен те парăмçă малалла та йĕркене пăхăнмасан, РФ Уголовлă кодексĕн 157 статйипе явап тытмалла пулать.
Кăçалхи 4 уйăхри ĕçсене пă-хса тухсан, Суд приставĕсен федераллă службин Комсомольскинчи уйрăмĕ РФ Административлă кодексĕн 5.35.1 статйин 1 пайĕнче çирĕплетнĕ йĕркене пăснă 5 тĕслĕхе пăхса тухнă. Вĕсем тăрăх парăмçăсене обязательнăй ĕçсене янă. Çак тапхăртах РФ Уголовлă кодексĕн 157 статйипе 1 уголовлă ĕç пуçарнă.
Пĕтĕмĕшле илсен, кăçалхи 4 уйăхра эпир ачасем валли 1 миллиона яхăн тенкĕ шыраса илме пултартăмăр. Малашне те алимент тÿлессинчен пăрăнса çÿрекенсене тупас, вĕсен парăмĕсене тÿлеттерес енĕпе тăрăшса ĕçлĕпĕр. Ку чи малтанах ачасемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ-çке-ха.
— Тавтапуç калаçушăн. Ăнăçу сире.

Н.МЕДВЕДЕВА хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *