Пятница, 27 января

Çуллахи кану инкек ан кÿтĕр

Çуллахи кану инкек ан кÿтĕр

Ачасем — пирĕн пуласлăх, пирĕн телей, Турă панă парне. Кашни ашшĕ-амăшĕ ачисене тĕрĕс-тĕкел çуратса тивĕçлĕ пăхса ÿстерме ĕмĕтленет. Çав вăхăтрах вĕсем хăйсем çине питĕ пысăк яваплăх илеççĕ.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçал Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче ачасем тулаш сăлтавсене пула çамрăклах вилессипе çыхăннă кăтартусем пысăкки пирки пăшăрханса каларĕ, профилактика субъекчĕсен çак сăлтавсене сирес тĕлĕшпе пĕрлехи вăйпа ĕçлемеллине палăртрĕ.
Сывă, тĕрĕс-тĕкел çуралнă ача тулашри сăлтавсене пула пурнăçран уйрăлни —пăшăрхантаракан тĕп ыйтусенчен пĕри. Шел пулин те, радио-телевидени, хаçат-журнал урлă çакăн евĕр тĕслĕхсем пирки час-часах илтетпĕр. Ача кирек хăш ÿсĕмре те хÿтлĕхсĕр. Çавăнпа та пирĕн, аслисен, вĕсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн яваплă пулнипе пĕрлех тимлĕ те асăрхануллă пулмалла, кĕçĕннисене яланах хÿтĕлеме пултармалла, вĕсем ăнланма пуçласан тĕрлĕ лару-тăрура хăйсене мĕнле тытмаллине асăрхаттарса профилактика калаçăвĕсем йĕркелемелле.
Юлашки çулсенче амăшĕсем ачисене ĕмĕртнĕ вăхăтра кăкăрĕпе пусарса вĕлернĕ тĕслĕхсем час-час тĕл пулма пуçларĕç. Тепĕр хăрушă пулăм — ачана салтăнтарнă е тумлантарнă, шыва кĕртнĕ чух саманта та пулин пĕччен хăварни, çавна пула вăл ÿксе аманни е пурнăçран уйрăлни. Пепкене асăрхаса тăма çул çитмен ачасене шанма юраманни пирки те асрах тытар.
Пĕчĕкскерсене утма пуçличченех урамри çанталăкпа е ытти япалапа чÿрече ани çине тăратса паллаштарни те вырăнсăр, унта вуçех те хăпарма хăнăхтармалла мар. Чÿрече вылямалли вырăн маррине те ăнлантармалла. Мĕншĕн тесен юлашки çулсенче республикăра та, çĕршывра та ачасем чÿречерен ÿксе вилнĕ тĕслĕхсем сахал мар пулчĕç. Ытларах чухне инкек — ачасем пÿлĕме шăна-пăван вĕçсе кĕресрен упракан сеткăсем çине таяннăран. Мультфильмсем çинчи тата чăн пурнăç пĕр-пĕринчен уйрăлса тăни пирки те калаçусем ирттермелле. Çыннăн юмахри паттăрсенни евĕр çунатсем, унăн сывлăшра е юханшывсем тăрăх утса çÿрес пултарулăх çуккине кĕçĕн çулсенчи чылай ача ăнланмасса та пултарать.
Çуллахи вăхăтра хулара пурăнакан ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне пурăнма яла янă тĕслĕх те нумай. Никам та сыхлăх, хăрушлăх пирки шухăшламасть ку чухне. Вăхăтлăха ачасăр пурăнма хăнăхнă аслă ăрури çынсем ĕçекен эмелсем, шăшисемпе йĕке хÿресене пĕтерме лартнă им-çамсем, колорадо нăррисене вĕлермелли тата ытти тĕрлĕ шĕвексем вара ача инкек тÿссен анчах куç тĕлне пулаççĕ. Енчен те ача эмел е çакăн евĕр шĕвексем ĕçнине сисрĕр пулсан ăна тÿрех больницăна илсе каймалла е васкавлă пулăшу машинине чĕнмелле, вăл ĕçнĕ савăта та пĕрле илмелле. «Нимех те пулмĕ-ха, иртĕ-ха», — темелле мар. Нумай имçам 24—48 сехетрен анчах сиен кÿме пуçлать. Ачасене электричество приборĕсемпе тĕрĕс усă курма вĕрентмелле, кĕçĕнреххисене шăрпăк тытасран асăрхаттармалла. Аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче карас телефонĕсемпе е электричество приборĕсемпе усă курма юраманнине асăрхаттармалла.
Ашшĕ-амăшĕшĕн чи хакли — ачисем, вĕсен пурнăçĕ тата сывлăхĕ. Епле пулсан та хÿтлĕхре упрар вĕсене.
Л ПУШКИНА.

Комментари
Надежда ПРОКОПЬЕВА,
Чăваш Республикинчи çын прависен уполномоченнăйĕ:
— Ăшă кунсем пуçланнă май республикăри юханшывсемпе кÿлĕсенче путакансен шучĕ нумайланчĕ. Шел пулин те, чылай чухне граждансем шыва кĕме ятарласа çакна валли палăртнă вырăнсене суйламаççĕ. Çитĕннисем ытларах чухне — ÿсĕрле, ачасем аслисемсĕр шыва кĕрсе инкеке лекеççĕ. Çавăн пекех шыв хĕрринче е шывра хăйсене мĕнле тытмаллине пĕлменни те инкек патне илсе çитерет.
Шыв çинчи хăрушсăрлăх чи малтанах хамăртан килет. Çакна асра тытса шыва кĕме çакна тума юракан вырăнсенче çеç суйлăр. Ашшĕ-амăшĕн вара ачисене сăнасах тăмалла, пĕве хĕрне хăйсене çеç ямалла мар.
Рева ЖУКОВА,
РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторĕ:
«Умра — çуллахи каникул кунĕсем. Ирĕкре юлнă ача-пăча пушă вăхăта еплерех ирттернипе ашшĕ-амăшĕн интересленсех тăмалла. Çул-йĕр çинче, шыв хĕрринче /унта вĕсен аслисемсĕр кайма юраманнине пĕлмелле/, пахчара е ытти вырăнта вырнаçтарнă бассейнсен, шыв савăчĕсен çывăхĕнче, автомашинăра /12 çул тултариччен ятарлă кресло çине анчах лартма юрать/ хăйсене мĕнле тытмаллине ăнлантармалла. Автомашина салонĕнчен ачана сылтăм енчен анчах тухма ирĕк памалла.
Çавăн пекех асăрхаттаратăп: юлашки çулсенче хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ эрехпе иртĕхнĕрен, çавна май вĕсем кĕçĕннисене тивĕçлĕ воспитани парайманран иккĕмĕшĕсем хур тÿснĕ тĕслĕхсем ÿссех пыраççĕ. Çавна май ачасен пурнăçне сиенлеме пултаракан сăлтавсене сăнăр. Ачасем яланах хÿтлĕхре пулччăр».

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *