Ака вĕçленнĕ пулин те уй-хирте ĕç шавĕ лăпланмасть. Халĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче ÿсен-тăрана çумкурăкран, сăтăрçăсенчен, чир-чĕртен хÿтĕлесе им-çам сапас тата çĕрулми йăранĕсене хăпартас ĕç хĕрсе пынă вăхăт. Утă çулма та паян-ыранах тухмалла. Кашни ĕçе вăхăтра тума ĕлкĕрмелле.
Ку енĕпе ĕçе уйрăмах «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче лайăх йĕркеленĕ. Ĕçченсем ирех ĕçе пуçăнаççĕ те мĕн каçченех уй-хирте тăрăшаççĕ.
Хуçалăх уй-хирĕнче çитĕнекен калчасем парка шăтни, аякранах тĕттĕм симĕссĕн курăнса ларни ÿсен-тăран лайăх ÿссе çитĕннине çирĕплетет. Хальхи вăхăтри шăрăх çанталăкра вара лаптăксене хурт-кăпшанкă тапăнас, чир-чĕр ерес хăрушлăх пысăк, çумкурăкĕ те «çывăрмасть».
Çĕрулми çитĕнекен уйра та ĕçе вăхăтра пурнăçлани паха. Йăрансене вăхăтра хăпартмалла тата вĕсене апатлантармалла. Акă, Анатолий Викторов, Сергей Пыркин трактористсем уй-хирте тăрăшсах ĕçлеççĕ. Вĕсем шаннă ĕçрен нихăçан та пăрăнмаççĕ. Хуçалăхра чылай çул тăрăшакансем — пысăк опытлăскерсем. Хуçалăх ĕçченĕсем ял пурнăçне ÿпкелешмеççĕ, ăна вĕсем чун ыйтнипе суйласа илнĕ. Çакăн пек тăрăшуллă ĕçченсем пуртан «Рассвет» хуçалăх палăртнă ĕçсене яланах вăхăтра пурнăçласа пырать те.
А.МАРИЯН.