Илемлĕ те таса тавралăх çын сывлăхĕшĕн, пурнăçĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Юлашки вăхăтра тавралăх ытларах та ытларах вараланса пыни, вăрмансем сахалланни, пушхирсем сарăлни, чĕрчунсемпе ÿсентăрансен чылай тĕсĕ Çĕр пичĕ çинчен çухални тата ытти чылай ыйту пĕтĕм тĕнчери экологсене пăшăрхантарать. Çавна кура çутçанталăк тусĕсем чан çапма тытăннă ĕнтĕ: тавралăх — хăрушлăхра! Çутçанталăка, ăна çеç мар, пĕтĕм этемлĕхе сыхласа хăварас тесен пурин те экологи ыйтăвĕсем çине тимлĕх уйăрмалла. Тавралăха упрасси, чĕрчунсемпе ÿсентăрансен тĕнчине сыхласа хăварасси, этемлĕхе çăласси кашни çынран пуçланать. Чи малтанах пирĕн хамăр йĕри-тавра пăхса вырăнти çивĕч ыйтусене асăрхама, вĕсене татса пама тăрăшмалла. Паян эпир районти экологи лару-тăрăвĕпе паллашас тĕллевпе район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникне И.Н.Лепешкинана хаçат тĕпелне йыхравларăмăр.
— Инна Николаевна, çутçанталăк — пирĕн кил, тетпĕр. Лайăх хуçа хăйĕн килĕнче пĕтĕм яваплăха туйса, тĕрĕс хуçаланма тăрăшать. Эпир хамăрăн тавралăхпа пĕлсе усă курма, ăна упрама пултараятпăр-и? Паянхи кун район территорийĕнче экологипе çыхăннă епле йывăрлăхсем пур-ши?
— Паллах, пĕр йывăрлăхсăр пулма пултараймастех. Пирĕн патра, ытти районсенчи пекех, экологи енĕпе те татса памалли ыйтусем пур. Тĕп ыйту — тавралăха вараламасăр хытă каяшсене утилизацилесси. Кашни ялтах хытă каяша пуçтарма ятарлă контейнерсем вырнаçтарнă. «Экоцентр» МВК» ОООн машинисем вĕсене киле-киле турттарса каяççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, çакă питĕ меллĕ. Çÿп-çапа ăçта хурам-ши тесе пуç ватмалла мар, контейнерсем кашни утăмра тенĕ пек лараççĕ. Анчах та халĕ те хăшĕ-пĕрисем хыт каяшсене çырмана е вăрмана илсе тухса пăрахса хăварма пăхаççĕ, хăнăхнă йăлапа тĕрлĕ çÿп-çапа çулсем хĕррине вăркăнтарса хăвараççĕ. Çÿп-çапа ятарлă вырăна илсе çитерме те вăйĕсем çитмеççĕ, те наянлăх пĕтерет.
Çавăн пекех çуркунне тепĕр ыйту та чылай шухăшлаттарчĕ. Юр кайса пĕтсен хăшĕ-пĕрисем пĕлтĕрхи типнĕ курăка, хăрнă çулçăсене пуçтарса урамрах кăвайт чĕртсе çунтараççĕ. Кăçал республикăра çунакан типĕ курăкран çулăм çурт-хуралтăсем çине сиксе ÿксе пушар тухнă тĕслĕхсем чылай пулчĕç, çавăнпа та ку енĕпе питĕ тимлĕ пулма тăрăшрăмăр. Çакăн пек туни хăрушă пулни çинчен ял çыннисене асăрхаттарсах тăтăмăр, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисемпе паллаштартăмăр. Хирсенчи типĕ курăка чĕртсе яни тавралăхшăн питĕ сиенлĕ. Курăк хушшинче пурăнакан пĕчĕк чĕрчунсем, хурт-кăпшанкăсем, вĕçен кайăксем çакăн пек пушарсенче питĕ йышлăн вилеççĕ, ÿсен-тăрансен тĕрлĕлĕхĕ чухăнланать. Хăш чухне çулăм çамрăк йывăçсем ÿсекен лаптăксене те сиенлет.
— Йывăçсем çинчен калаçу пуçарнă май районти вăрмансем çинче те чарăнса тăрар-ха. Вăрмана «планетăн ÿпки» теççĕ. Апла пулсан, мĕнпе сывлатпăр-ха эпир, мĕнлерех-ши пирĕн тăрăхри вăрмансемпе çыхăннă лару-тăру?
— Пирĕн районта вăрман лаптăкĕсем пĕчĕк мар. Ытларах çĕрте лăсăллă йывăçсем ÿсеççĕ. Мĕн авалтанах вăрманта çырла-кăмпа пуçтарнă, сунара çÿренĕ, вутă хатĕрленĕ. Халĕ те вăрман чылайăшĕшĕн пысăк вырăнта. Анчах та асра тытас пулать: вăрманпа усă курмалла çеç мар, ăна упрамалла, тасалăхра тытмалла. Хăшĕ-пĕрисем хытă каяшсене вăрмана турттарса тухса çын курман вырăна пăрахса хăварни, паллах, питĕ пăшăрхантарать. Малашне çакăн пек тĕслĕхсем ан пулччăр тесе эпир халăхпа профилактика калаçă-вĕсем ирттеретпĕр, çÿп-çапа йĕркене пăхăнса утилизацилеме хистетпĕр.
Вăрмансемпе çыхăннă тепĕр ыйту — вăхăт-вăхăт сиенçĕсем ĕрчесе кайни. Специалистсем лару-тăрăва сăнасах тăраççĕ, вăл е ку сиенçĕ нумайланасран профилактика мерисем йышăнаççĕ. Юлашки çулсенче сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăсем хыр вăрманĕсене йышлăн тапăннă тĕслĕхсем пулкаларĕç. Специалистсем çийĕнчех ятарлă мерăсем йышăннине пула çамрăк йывăçсене çăлма май килчĕ.
— Экологи ыйтăвĕсене пăхса тухнă май шыв объекчĕсен тасалăхĕ çинче те чарăнса тăрас килет…
— Паллах, шыв объекчĕсем те хăйсем çине тимлĕх ыйтаççĕ. Çак темăпа эпир çулсерен ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе калаçусем ирттеретпĕр. Пирĕн тĕллев — юханшывсене, пĕвесемпе кÿлĕсене фермăсенчен юхса тухакан каяшсенчен, удобренисенчен, çунтармалли-сĕрмелли япаласенчен сыхласси. Шăп çак япаласем шыва вăйлă варалаççĕ, унта пурăнакан организмсене сиенлеççĕ. Шыв объекчĕсем таса пулнинче ыттисен тÿпи те пысăк. Енчен те кашниех кил-тĕрĕшри хытă каяшсене шыва чăмтарма пуçласан шыв тасалăхĕ çинчен калаçмалли те çук ĕнтĕ.
— Тавралăх таса та илемлĕ пултăр тесен пирĕн, ахаль çынсен, мĕн тумалла-ха? Мĕнпе пулăшма пултаратпăр эпир?
— Çутçанталăка упрама пĕр çын çеç тăрăшни çителĕксĕр, ку енĕпе кашнин яваплăха туйса вăй хумалла. Çавна май çуркунне эпир кашни çулах ятарлă уйăхлăх йĕркелетпĕр. Ун вăхăтĕнче районти ялсенче, çулсем хĕррисенче, предприяти-организацисен территорийĕсенче тавралăха тирпей-илем кÿрес, çÿп-çапран тасатас енĕпе ĕçсем иртеççĕ. Вĕсене кашниех хутшăнма пултарать. Çакăн пек субботниксем çулсерен иртни, çынсем вĕсене хастаррăн хутшăнни районта таврари тасалăха хаклакансем, хăйсем пурăнакан вырăна илемлĕ те тирпейлĕ тума тăрăшакансем йышлăн пулнине çирĕплетет. Вараламан çĕрте çеç таса пулнине шута илсе, паллах, хыт каяша уйăрнă вырăна çеç пăрахмалла. Çак йĕркене кашниех пăхăнма тивĕç.
Унсăр пуçне районта Йывăç кунĕсем те иртеççĕ. Çак кунсенче предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем, шкул ачисем тата ыттисем те туслăн йывăç лартма тухма пултараççĕ.
— Калаçăва пĕтĕмлетсе хаçат вулаканĕсене мĕн сĕннĕ пулăттăр?
— Тăван çутçанталăка упрасси — вăл пĕр çыннăн ĕçĕ мар, кашнин тивĕçĕ. Енчен те пурте ыттисем çине çеç шанса лараççĕ пулсан, паллах, ыррине кĕтме çук. Çавна май çут çанталăкăн илемне упраса хăварас тесен пурин те кар тăрса ĕçлемелле, май килнĕ таран пулăшма тăрăшмалла.
Н.КАЛАШНИКОВА.