Июнĕн 7 тата 17-мĕшĕсенче район прокуратури çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх сферинчи саккунсемпе çыхăннă ыйтусемпе граждансене йышăнать. Ыйту парас текенсен район прокуратурине 10 сехетрен пуçласа 13 сехетчен çак адреспа пымалла: Комсомольски ялĕ, Совет урамĕ, 1-мĕш çурт.
Граждансем çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх тытăмĕпе çыхăннă ыйтусемпе консультаци илме, йĕркене пăснă тĕслĕхсем çинчен пĕлтерме пултараççĕ.
Маларах çак телефонпа çырăнма пулать: 8/83539/5-13-13.