Суббота, 20 апреля

Ашшĕне çирĕплетессипе суда тухмалла

Ашшĕне çирĕплетессипе суда тухмалла

Чăваш Республикинче «Юристсем — çынсене» проект ăнăçлă ĕçлет. Граждансене хăйсене пăшăрхантаракан тĕрлĕ ыйтăва татса пама пулăшать. Редакци почтине килнĕ черетлĕ ыйту çине асăннă проекта хутшăнакан юристсем тÿлевсĕр хуравлаççĕ.
— Ача ашшĕпе мăшăрланăва саккунпах çирĕплетменччĕ. Ача çуратасси пĕр уйăх пек юлсан унăн ашшĕ автомашинăпа инкеке лексе пурнăçран уйрăлчĕ. Кун пек лару-тăрура ашшĕ пулнине çирĕплетме май пур-и?
АЛИСА.
— Тÿрех палăртам, ку ыйтăва суд урлă çеç татса пама пулать. 2017 çулхи майăн 16-мĕшĕнчи «Ачасем çуралнипе çыхăннă ĕçсене пăхса тухнă чухне судсем саккунсемпе усă курасси çинчен» Раççей Федерацийĕн Аслă Сучĕн Пленумĕн Постановленине йышăннă. Асăннă Постановленин 22-мĕш тата 23-мĕш пункчĕсемпе килĕшÿллĕн ача 1996 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче çуралнă е ун хыççăн кун çути курнă, енчен те хăйне ашшĕ тесе шутлакан, анчах та ача амăшĕпе мăшăрланура пулман çын вилнĕ пулсан РФ Çемье Кодексĕн 40-мĕш статйипе килĕшÿллĕн суд ĕçе пăхса тухса ашшĕ пулнине палăртакан факта çирĕплетме пултарать. Ашшĕ пулнине çирĕплетекен факта суд гражданла процессуаллă законодательствăра палăртнă йĕркесене тĕпе хурса пăхса тухать.
РФ Гражданла Кодексăн 1088-мĕш статйипе килĕшÿллĕн тăрантаракан вилнĕ хыççăн патшалăх пулăшăвĕпе çак çынсем усă курма пултараççĕ: вилекен çын тăрантарса пурăннă е вăл пурнăçран уйрăлса кайнă чухне тăрантарса пурăнмаллине палăртнă ĕçлеме пултарайман çын, çавăн пекех вăл вилнĕ хыççăн çуралнă ача та пулăшупа усă курма тивĕç.
Çак ыйтăва татса парас тесен сирĕн ку чухне ашшĕ пулнине палăртакан факта юридици тĕлĕшĕнчен çирĕплетме суда ыйтупа тухмалла. Çавăн пекех суда вилекен çын, хăй пурнăçран уйрăличчен, çуралман ачан ашшĕ пулнине йышăннине çи-рĕплетекен доказательствăсем тăратмалла.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *