Пятница, 26 апреля

Фестиваль пысăк уява çаврăнчĕ

Фестиваль пысăк уява çаврăнчĕ

Июнĕн 2-мĕшĕнче районти «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче фитнес-аэробикăн республикăри «Ачасем — пирĕн пуласлăх» фестивалĕ иртрĕ. Ăмăртăва Канаш, Çĕрпÿ, Етĕрне, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен командисем килсе çитрĕç. Фестиваль тĕлĕнмелле пысăк спорт уявне çаврăнчĕ. Кунта спортсменсемпе пĕрле тренерсем, ашшĕ-амăшĕсем, асламăшĕсем, юлташĕсем килсе çитнĕ. Ларса-тăма вырăн та çук темелле.
Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, Чăваш Республикинчи фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕ Оксана Вербина, районти фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕ Мария Долгова фестивале килсе çитме пултарнăшăн саламларĕç, ăмăртусенче ăнăçу сунчĕç.
Районта пĕрремĕш хут йĕркеленĕ фестивале 30 ытла команда килсе çитрĕ, Вĕсем тĕрлĕ ÿсĕмсенче, тĕрлĕ дисциплинăра вăй виçрĕç. Пĕринчен тепри маттур. 3—14 çулхи спортсменсем ташланине пăхса киленме чăннипех те кăмăллă пулчĕ. Пирĕн район чысне хÿтĕлекен спортсменсем çĕнтерĕве алăран вĕ- çертмерĕç. «Свит-Бейби» аэробика дисциплинăра — пĕрремĕш, степ-аэробикăра иккĕмĕш пулчĕ. «Дрим-Тим» икĕ дисциплинăра та пĕрремĕш вырăна тухрĕ. «Дива», «Малышки», «Звездочки», «Непоседы» командăсем — пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарма пултарчĕç. Чăннипех те маттур. «Рябинушка», «Колосок», «Лейсан», Радуга» ача сачĕсене çÿрекенсем те çĕнтерÿçĕсен йышĕнче. Сăмах май каласассăн, ача сачĕсен шăпăрланĕсем республика шайĕнчи ăмăртăва пĕрремĕш хут хутшăнчĕç. Вĕсене З.Низамова, Г.Тукаева, Г.Ильясова, И.Панкова, Р.Садыкова педагогсем хатĕрленĕ.
Пĕр сăмахпа каласассăн, пурте маттур, фестивале тĕплĕн хатĕрленнĕ. Кунта вара чи малтанах Мария Долгова тренерăн тÿпи пысăк. Вăл ачасемпе куллен занятисем йĕркелет, вĕсене фитнес-аэробикăна хăнăхтарать, сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хавхалантарать, спортпа туслаштарать.
Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе, Дипломсемпе, медальсемпе, парнесемпе чысларĕç. Спортсменсене хатĕрлекен тренерсем те айккинче юлмарĕç, вĕсене — Тав хучĕсем.
— «Ачасем — пирĕн пуласлăх» фестивале ачасене спорта явăçтарас, фитнес-аэробикăна аталантарас тĕллевпе йĕркелетпĕр. Унта хутшăнакансен йышĕ ÿсни, çак спорт тĕсне кăмăллакансем нумайăн пулни савăнтарать. Ăмăртăва çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн район администрацине, «Кĕтне» ФСК коллективне, ашшĕ-амăшĕсене, «Слава картофелю» агрофирма, «Кооператор» ООО, «Комбинат питания» ООО, райпо ертÿçисене, коллективĕсене чĕререн тав тăватăп, — терĕ Мария Долгова тренер.

А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *