Пултаруллă тренер

Пултаруллă тренер

Кăçалхи вĕренÿ çулĕ тĕрлĕ çитĕнÿсемпе пуян пулчĕ. Районти ачасен тата çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Нежеметдин Сахров хатĕрленĕ ачасенчен 13-шĕ I разрядлă пулчĕ, пĕри спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарчĕ, 3-шĕ Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командине кĕчĕ. Кун пекки халиччен пулман.
Нежеметдин Садртдинович армспорт тата акватлон енĕпе ачасене хатĕрлентерет. Акватлон — спортăн чи йывăр тĕсĕсенчен пĕри. Унта спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарма 5 çухрăм таран чупмалла, 1 çухрăма ишмелле. I разряд илес тесен 2,5 çухрăма чупмалла, 500 метра ишмелле. Çак енĕпе Н.С.Сахров районта çеç мар, республикăра та чи лайăххи. Районти тренерсем хушшинче унăн çеç — аслă квалификаци категорийĕ. Унăн команди республика шайĕнчи ăмăртура 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Çакна валли питĕ нумай вăй хума, тар кăларса тренировкăсенче ĕçлеме тивнĕ.
Н. Сахровăн чи пултаруллă вĕренекенĕсене ятранах асăнас килет. Акă, Кирилл Денисов, Александра Мамуткина тата Кирилл Кузьмин — Чăваш Республикин пĕрлештернĕ команди йышĕнче республика чысне тĕрлĕ ăмăртура хÿтĕлеççĕ. Диас Айзетов, Ильяс Айзетов, Иван Кузьмин, Никита Лепешкин тата Анастасия Сумзина триатлонпа I спорт разрячĕ илнĕ.
Çав вăхăтрах Нежеметдин Садртдинович ачасене армспорт енĕпе те хатĕрлет. Диляра Хамбикова, Ирек Шарафутдинов, Нияз Гибатдинов, Алмаз Диканеев, Анастасия Пыркина, Анастасия Тихонова, Айсылу Хайртдинова тата Эльмира Хамидуллова çак спорт тĕсĕпе I разряда пурнăçланă. Вĕсем пирĕн района республика шайĕнче хÿтĕлесе призерсен шутне лекнĕ.
Н.С.Сахров тренер-преподаватель тата унăн вĕренекенĕсем малашне те пире çитĕнĕвĕсемпе савăнтарасса шанатпăр.
П.ПОРЯДКОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *